Archive - Тантăш

декабрь 6th, 2018

6 Раштав, 2018

Ĕмĕте пурнăçланма ыйтмашкăн — сăрт тăррине

Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче пулма камсене тÿр килнине эпир пĕлетпĕр. Паллах, вĕренÿре, шкул пурнăçĕнче пултаруллисене. Тата хăюллă та маттур, ĕçрен хăраман, йывăрлăха парăнман шкул ачисем тивĕçеççĕ «Артека» кайма.

6 Раштав, 2018

Буратино суперпаттăр, «селфи» ÿкерекен Мальвина…

Чăваш патшалăх сăнав драма театрĕ ăçта вырнаçнине пĕлетĕр-и? Çĕнĕ Шупашкарта. Ăна тепĕр майлă «Дождь» мим-театр теççĕ. Иртнĕ эрнере унта пулса кур-ма тÿр килчĕ.

Декорацисене çĕнетнĕ

ноябрь 29th

29 Чÿк, 2018

Чăваш Ен ачисем алăран алла тытăнчĕç

Чăваш Ен — нумай нациллĕ республика. Эппин, вун-вун тĕрлĕ культура, йăла-йĕрке… Шупашкарта республикăри ача-пăчапа çамрăксен наци пултарулăхĕн фестиваль-конкурсĕ пĕрремĕш хут иртрĕ. Ăна ЧР Культура министерстви пулăшнипе Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çурчĕ йĕркеленĕ.

Хăйне евĕр номерсем

29 Чÿк, 2018

Лидер, кадет класĕн командирĕ...

Кÿкеçри 1-мĕш шкулта РДШ юхăмĕн шайĕнче ача-пăчан «Доброград» общество пĕрлешĕвĕ ĕçлет. «Ырăлăх тата туслăх хули» тенине пĕлтерет вăл. Ăна 6-мĕш класра ăс пухакан Оля Сочкова ертсе пырать.

29 Чÿк, 2018

Пĕр-пĕриншĕн — ырă тĕслĕх

«Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр», — теççĕ халăхра. Чăнах та çапла. Савăнăçа та, кулянăва та кампа та пулин пайлас килет. Атте-аннепе калаçни аван-ха, çапах тепĕр чухне канăç паман шухăшсене пайлама çывăх тус-тантăш кирлех.

29 Чÿк, 2018

Ыталаса юратнине пĕлтерер

Анне — хĕвел ăшши, телей, пуянлăх. Вăл яланах ачисемшĕн тăрăшать, çур сăмахран ăнланать, йăнăшсан каçарма пĕлет, ачаш куллипе ăшăтать, темле пулсан та юратать. Иртнĕ вырсарникун Амăшĕн кунне паллă турăмăр. Мĕнле кураççĕ ачасем хăйсен чи çывăх та хаклă çыннине? Уяв кунĕнче кăна мар, яланах савăнтарма хатĕр-и?

ноябрь 22nd

Pages