Пĕр-пĕриншĕн — ырă тĕслĕх

«Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр», — теççĕ халăхра. Чăнах та çапла. Савăнăçа та, кулянăва та кампа та пулин пайлас килет. Атте-аннепе калаçни аван-ха, çапах тепĕр чухне канăç паман шухăшсене пайлама çывăх тус-тантăш кирлех. Вара йывăрлăхсем те çăмăллăнах иртĕç, çумăрлă кун та чĕрене савăнăç кÿрĕ.

Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Карина Родионовăпа Сильвия Максимова хăйсен туслăхĕн çирĕплĕхне ĕненеççĕ.
Сильва малтан урăх шкула çÿренĕ. Кунта килсен çĕнĕ вырăна, çĕнĕ вĕренекенсене хăнăхма çăмăлах пулман ăна. Анчах пĕрремĕш кунхинех хĕрача тус-тантăш тупнă, вăл — Карина. Икĕ маттуркка пĕр парта хушшинче ларма тытăннă. Карина пулăшнипе Сильва çĕнĕ шкула пĕчĕккĕн хăнăхса пынă. Çитменнине, иккĕшĕ те лайăх вĕренеççĕ, шкул пурнăçĕнче хастарлăхпа палăраççĕ. Хăйсемех çапла тăрăшуллă-ши е ашшĕ-амăшĕ хистенипе малта пырасшăн çунаççĕ-ши?
— Анне кăштах асăрхаттарать-ха мана урок тумалли пирки, хам та тăрăшатăп, — пĕлтерчĕ Карина. — Уроксем тĕрлĕрен пулаççĕ, хăш чухне йывăртараххи те лекет, уйрăмах математика тата тăван тавралăх предмечĕсемпе кăткăсрах. Çут çанталăка юрататăп, илемлĕ сăнсене кăмăлтанах ÿкерсе илетĕп. Лайăх пулса тухнă ĕçсене пуçтарса пыратăп.
Сильвия аслисем урок тума асăрхаттарасса кĕтмест иккен, хăех сĕтел хушшине ларать. Чи кăткăс предмет шутне вăл математикăна тата вырăс чĕлхине кĕртет. Каринăна рисовани тата чăваш чĕлхи урокĕсем пуринчен ытла килĕшеççĕ, Сильвăна вара — рисовани, тăван тавралăх тата физкультура.
Хĕрачасем интернетра иртекен предмет олимпиадисенче час-часах палăраççĕ.
— Конкурс-олимпиадăна хутшăнни ăс-тăна пуянлатать, савăнăç туйăмĕ кÿрет, — палăртрĕ Карина. — Мала тухаймасан та кÿренместĕп. Чи кирли — çĕнтерни мар, хутшăнни теççĕ-çке.
Хĕрача математика предмечĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри онлайн-олимпиадăра, сăмахран, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Куратăр-и, предмет йывăррине палăртрĕ пулин те Карина парăнмасть, çĕнтермех талпăнать, хăйĕн тĕллевне пурнăçлать. Унсăр пуçне шашкăлла выляма юратать вăл. Спортăн çак тĕсĕпе ăна Сильвия туслаштарнă. Туссем пĕр-пĕрне ыррине вĕрентни, пулăшма тăрăшни мĕн тери аван.
Сильвия вара ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕслемелли вăйăпа 1-мĕш класранах туслă, физкультура урокĕнче пĕчĕккĕнех хăнăхнă. Хĕрачасем пушă вăхăт тупăнсанах шашкăлла выляççĕ.
Вĕренме питĕ юратаççĕ вĕсем. Анчах шкул пурнăçĕ кĕнеке-тетрадьпе кăна çыхăнман-çке. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.