Archive - Тантăш

сентября 20th, 2018

20 Авăн, 2018

«Шăпăрлан» «Теттепе» паллаштарать

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра пĕчĕккисем валли Рената Волкова хатĕрлекен «Шăпăрлан» кăларăм Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çине тухать. Хальхинче унта «Хыпар» издательство çурчĕн «Тетте» журналăн авăн уйăхĕнчи кăларăмĕ çинчен пĕлме пулĕ. Мĕнпе тĕлĕнтерĕ-ши кĕрхи «Тетте»? Кун пирки Валентина Федорова корреспондент пĕлтерĕ.

20 Авăн, 2018

Урай çунăшăн — пĕр тенкĕ

Тусăмăрсем, зал тулли халăх пуçтаракан, илемлĕ юррисемпе куракана чун апачĕ парнелекен эстрада çăлтăрĕн ачалăхĕпе паллашас кăмăл пур-и? Иккĕленместĕп, Алексей МОСКОВСКИН концерчĕсенче выртакан пуленке те хускалать пуль.

20 Авăн, 2018

Пултарулăхшăн — Хура тинĕс хĕррине

Шупашкарти уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 31-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Андрей Баранов хăй умне çирĕп тĕллев лартнă. Вăл тухтăр пуласшăн.

сентября 13th

13 Авăн, 2018

Тăван енрен аякри хăех чуна çирĕплетет

Авăнăн 4-мĕшĕнче ирхине 5 сехет çурăра ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пирĕн корреспондент та Чăваш кадет корпусĕн аслăрах класĕсенче вĕренекенĕсене Пермь хулине ăсатрĕ. Унтан çĕрле 2 сехетре кĕçĕнреххисене Хура тинĕс хĕррине вĕçекен самолета лартса ячĕ. Пермьри Кадет корпусĕнче пирĕн ачасем мĕнлерех пурăнаççĕ-ши? Крымри «Лучистый» лагерьте чарăннисене вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсĕн сывлăшĕ килĕшнĕ-ши?

13 Авăн, 2018

Туслăх çăл куçĕ — тăван ялти пĕлÿ çурчĕ

Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнчи шкула 2005 çулта 4 класс вĕрентмелли турĕç. Пĕлÿ çурчĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ Çĕньял шкулĕн филиалĕ шутланать. «Пачах та хупма пултараççĕ», — текен хăрушă сăмах та тымар яма ĕлкĕрнĕ. Çакă тĕрĕслĕх ан пултăр çеç. Анат Тăрмăшпа Çăл Атăк тĕпренчĕкĕсемшĕн тăван ялтах шкул пурри мĕн тери лайăх-çке... <...>

13 Авăн, 2018

Патăрьел каччи — Турцире

Спортпа туслă çын нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуç усмасть. Спортсăр пĕр кун та пурăнайман çынсем пирки илтнĕ-и эсир? Вĕсенчен пĕринпе паян паллаштарăп.

13 Авăн, 2018

Ăсталăха куллен туптать

Ачан шухăш-кăмăлĕ ашшĕ-амăшĕн, воспитательсен вăхăтра та тĕрĕс йышăнăвне пула садике çÿренĕ çулсенчех йĕркеленсе çирĕпленме тытăнать. Пултарулăхĕ кĕçĕн классенче палăрать. Ăна учитель асăрхатех, аталантарма пулăшать.

Pages