Archive - Тантăш

август 30th, 2018

30 Çурла, 2018

Тунсăхлама вăхăт та пулман

Димăпа Ирина Ивановсем ача-пăча кану лагерĕнче сывлăхне çулсерен çирĕплетеççĕ. Кашни çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ вăйпа пуçлассине йăлана кĕртнĕ вĕсем. Пĕртăвансем çавăнпа лайăх вĕренеççĕ, шкул пурнăçĕнче пултарулăхпа палăраççĕ.

30 Çурла, 2018

Шкула каяс килет!

Çĕнĕ вĕренÿ çулне чăтăмсăр кĕтеççĕ ачасем

Çуллахи кану кунĕсем сисĕнмесĕрех иртрĕç, часах ачасем парта хушшине ларĕç. Шăпăрлансем шкула каясса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, тус-тантăшĕшĕн питĕ тунсăхланă-çке. Канаш районĕнчи Асхва тата Çĕнĕ Шелттем ачисем каникула мĕнле ирттернĕ тата шкула мĕнле кăмăл-туйăмпа каяççĕ-ши?

август 24th

24 Çурла, 2018

Хула кунĕ савăнăç парнелерĕ

Канмалли кунсенче Шупашкар хули хĕвелĕн ăшшипе кăна мар, çынсен ырă куллипе те капăрланчĕ. Урамсенче савăнăç хуçаланчĕ. Сăлтавĕ мĕнре, тавçăрса илтĕр-и? Чăваш Енĕн тĕп хули 549-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ.

24 Çурла, 2018

Асамлăха ĕненсен, ĕмĕтсем пурнăçлансан…

Паян Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав шкулĕнчи маттурсемпе паллашăпăр. Ачасене ял тăрĕхĕн администрацийĕнче кĕтрĕм. Чÿречерен пăхса тăраттăм.

Алла-аллăн çавăтăнса

24 Çурла, 2018

Чăн-чăн юлташ

Пĕр пайлă, виçĕ курăнуллă пьеса, вăтам классенче вĕренекенсем валли.

Çак ĕç И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн «Ман халăх — ман тăван çĕршыв» конкурсĕнче «Чи лайăх пьеса» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.

август 16th

Pages