Хула кунĕ савăнăç парнелерĕ

24 Çурла, 2018

Канмалли кунсенче Шупашкар хули хĕвелĕн ăшшипе кăна мар, çынсен ырă куллипе те капăрланчĕ. Урамсенче савăнăç хуçаланчĕ. Сăлтавĕ мĕнре, тавçăрса илтĕр-и? Чăваш Енĕн тĕп хули 549-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Çулран-çул çĕнелсе, илемленсе пырать Шупашкар — çакăнпа кам та пулин килĕшмесĕр тăрĕ-ши?

Калаçакан робот

Тĕп хулара çын нумай пухăнакан вырăн — кÿлмек. Уяв кунĕсенче унта сĕм-тĕттĕм пуличченех халăх хĕвĕшет. Хула кунĕнче те курмалли чылай пулчĕ. Ача-пăча кăна мар, аслисем те юмахри сăнарсемпе сăн ÿкерĕнессишĕн черете тăчĕç. Карлсон, трольсем, Упа, роботсем — кам килĕшет, çавна суйла! Ăсталăх класĕсем, аквагрим, аттракционсем... Шăпăрлансем хăйсем валли кăсăкли нумай тупрĕç: аппликацисемпе аппаланчĕç, кубиксемпе çуртсем купаларĕç, пĕчĕк бассейнра пулă «тытрĕç», кăранташсемпе, сăрăсемпе ÿкерчĕксене илемлетрĕç, эрешсем касса кăларчĕç.
Ача-пăчана хăйĕн тавра пуçтараканни тем çÿллĕш робот пулчĕ. Шăпăрлансем ун тавра кускаларĕç кăна, хăюллăраххисем хăпарасшăн тапаланчĕç. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене асăнмалăх сăн ÿкерчĕ. Арçын ачасемшĕн юратнă сăнарпа тĕл пулни чăн-чăн савăнăç мар-и вара? «Лена, кур-ха, «Трансформер» мультфильмри Оптимус вĕт ку! Чăнкă! Яла кайсан юлташсене каласа паратăп ун çинчен!» — савăннипе хăпартланса калаçрĕ 7-8 çулти арçын ача хăйĕн аппăшĕпе. Робот вара арçын ача сăмахĕсене илтнĕн, калаçма тытăнчĕ. Пухăннисене Хула кунĕпе саламларĕ, ури патĕнчен чашкăрса пăс тухрĕ. Юрать, хускану тумарĕ, унсăрăн ача-пăча савăнăçĕ виçейми пулĕччĕ-тĕр.

Пултаруллă ачасене çитĕнтерекен чăн-чăн академи

Хула кунĕ тĕлне республика ертÿлĕхĕ ачасемпе ашшĕ-амăшне пысăк парне кÿчĕ — хулан çурçĕр-хĕвел тухăç районĕнче «Искусствăсен академийĕ» уçăлчĕ. Йĕри-таврари лапамра ăсталăх класĕсем, куравсем йĕркеленĕ. «Ку ахаль музыка е ÿнер шкулĕ мар, çав тери пултаруллă, пирĕн çĕршыв ят-сумне çĕклекен ачасене çитĕнтермелли чăн-чăн академи пулать. Кашнин пĕр-пĕр пултарулăх пур, академи вара ăна аталантарма пулăшĕ. Эпĕ ачисене кунта илсе килекен ашшĕ-амăшĕшĕн савăнатăп. Çак ачасен малашлăхĕ пысăк», — шанчăкпа калаçрĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев.
Искусствăсен академийĕнче 1200 ача хушма пĕлÿ илĕ. Унта хореографи тата хор класĕсем, театр залĕ, библиотека, куравсем йĕркелемелли вырăн, робототехника, медиа-технологи, скульптура, ушкăнпа тата пĕччен вĕренмелли классем ĕçлĕç.

Конкурссем,  вăйăсем, сăн ÿкерĕнмелли вырăнсем

Шупашкар хулин мухтавĕ — çынсем. Пултаруллă та хастарскерсем кашни çулах уява мĕн те пулин çĕнни кĕртме тăрăшаççĕ. Хула кунĕнче урамсем сценăна çаврăнчĕç. «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект Чăваш Енре пурăнакансемшĕн те, хăнасемшĕн те илĕртÿллĕ пулчĕ. Клоунсемпе фокусниксем, юрă-ташă ăстисем, поэтсемпе бардсем, историлле клубсенче çар ĕçне туптакансем — урамсенче хăйне евĕрлĕ тĕнче хуçаланчĕ. Ал ĕç ăстисем таварĕсене сĕнчĕç, ятарлă фотозонăсем сăн ÿкерĕнме илĕртрĕç, спортсменсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Дзюдо, Таиланд боксĕ, каратэ, фехтовани, шахмат — сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан çамрăксем çак спорт тĕсĕсемпе паллаштарчĕç.
Техника парадĕнчен чарăнмасăр пăрăнса иртейĕн-ши? КамАЗсем, мотоциклсем, иртнĕ ĕмĕрти машинăсем — курав пурин кăмăлне те кайрĕ. Хĕрлĕ тÿремре волонтерсем ача-пăчана тĕрлĕ конкурса, вăййа хутшăнма хавхалантарчĕç. Акă, сцена çине мороженăй выляса илес текенсем хăпарчĕç. Вăйă условийĕсемпе вĕсен вĕçекен «турилккесене» куракансен енне ывăтмаллаччĕ. Камăн тăванĕ ăна тытса ĕлкĕрет — çав ача çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет, пылак çимĕçлĕ пулать. «Ывăтасса анне енне ывăтрăм та, анчах турилкке таçта айккинелле кайрĕ çав», — пăшăрханнă 5 çулти Милена. Волонтер ăна кăвак тĕслĕ шар тыттарчĕ те — хĕр пĕрчи сăн-питĕнче каллех йăлтăр кулă выляма пуçларĕ...
Ятарласа вĕрентнĕ йытă сумкăсен хушшинче наркотиксем шыранине те ачасем кĕпĕрленсех пăхса тăчĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.