Çăкăр çитерме килне чупнă

16 Çурла, 2018

— Нумай арçын таврăнаймарĕ çапăçу хирĕнчен. Мĕн чухлĕ куççуль кÿчĕ вăрçă, — хурланса аса илчĕ 92 çулти Зоя Дмитриева. Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинче кун кунлать вăл. Ывăлĕпе кинĕ Зоя Павловнăна лайăх пăхаççĕ. «Халь çăтмахри пекех пурăнатпăр», — тет ватă хĕрарăм.

Вăрттăн пăхса макăрнă

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăл аслисемпе пĕрле Хусана выльăх хăваласа кайнă. Çавăн чухне фашистла Германи мирлĕ халăх çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнине пĕлнĕ. Тĕнсĕр ялĕнче пурăннă вĕсен пысăк çемйи. 7 ачаллă килте вăл чи асли пулнă. Ялти çамрăксемпе пĕрле унăн савнин те вăрçа кайма ят тухнă. Вăйăра кăшт курса калаçкаланă кăна вĕсем. Пĕр-пĕрне килĕштерсен те вăтаннă.
— Савнине вăрçа ăсатнине карта хушшинчен куççуль витĕр вăрттăн пăхса юлтăм. Вĕсен килĕнче виçĕ ывăлччĕ. Вăрçăран пĕри те таврăнаймарĕ, — ассăн сывларĕ Зоя аппа.
Вăхăт нумай та иртмен — пĕве кĕнĕ хĕрсене те çар комиссариатне чĕннĕ. Тата ФЗОна тыта-тыта янă çамрăксене. «Тракториста вĕрен, ялтах юлăн», — ăс панă Зойăна ял канашĕн председателĕ. Унăн ашшĕ Павел Иванович тракторист пулнă. Кĕçех хĕрĕ те хурçă ут рулĕ умне ларнă. Ирхине-и, каçхине-и — вăхăта пăхмасăр ырми-канми тăрăшнă вăл уйра. Асламăшĕ çамрăкскере хĕрхенсе макăрнă, шуçăм çутипех вăратнă. Кунне виçĕ хут паракан çăкăртан Зоя кăнтăрлахи пайне кăна ăша янă. Ирхине тата каçхине тивекен пайне ана вĕçне хурса хăварма каланă. Çĕрле вăл çăкăр татăкĕсене илнĕ те пĕрле ĕçлекен ашшĕне систермесĕр шăллĕ-йăмăкне çитерме киле чупса кайса килнĕ. Йывăр ĕçпе халтан кайса пĕрре мар макăрнă. ФЗОна, вăрçă хирне лекнĕ тантăшĕсем нумайăшĕ киле таврăнайман. «Трактор сасси халĕ те пуçрах кĕрлет», — каласа кăтартрĕ кинемей. Ураран çăпата яман хĕр Мускавра пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем сантали тавраш, кивĕ тумтир ярса парсан мĕн тери савăннă.
Ытти çамрăкпа Зоя та тырă вырнă хыççăнхи ана çине пучах пуçтарма утнă. Каçсерен ĕне çитерме те пушă хутаç çакса кайнă — хырăма улталамалăх мĕнле те пулин курăк пуçтарса таврăннă.
Пĕррехинче çĕрле хĕр суха туса таврăннă. Яла вăрман витĕр утнă чухне вăл шап-шурă икĕ мĕлкене асăрханă.
— Питĕ хăрарăм, чун таçта кайса кĕчĕ. Мĕнле иртсе каймалла? Куçа хупса хытă чупрăм. Ирхине ĕçе кайнă чухне вĕсем шурă икĕ юпа пулнине ăнлантăм, — аса илчĕ терт-нуша тÿснĕскер.

«Çĕр улми хуппине лартрăмăр»

Зоя Павловнăна 19 çулта качча панă. Килте çимелли çукки те çакна тума хĕтĕртнĕ аслисене. Тавăшкассинчи пĕр ывăллă çемьере çĕнĕ çын пулса тăнă вăл. 9 çул аслăрах упăшки тин кăна вăрçăран таврăннă. Тыл ĕçченĕ каласа кăтартнă тăрăх, вĕсен тырă пулнă, пурпĕрех перекетлĕ тытнă кил хуçисем. Ыттисене кăтартас темен. Вĕсем патне çĕр кăмрăк ыйтма пыракан та пулнă. Çемьеллĕ, ача-пăчаллă Зоя Павловна шăл çыртса чăтнă, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Мирлĕ пурнăçра агрономра, экономистра вăй хунă. Мăшăрĕпе тăватă ачана ура çине тăратнă. «Уя ялан тухас килетчĕ. Сарă тырă пусси чуна çĕклетчĕ», — ĕçпе пиçĕхнĕ хĕрарăмăн сăнĕ çуталчĕ. Малалла вулас...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.