Комментари хушас

Çĕнĕ вĕренÿ çулне чăтăмсăр кĕтеççĕ ачасем

Çуллахи кану кунĕсем сисĕнмесĕрех иртрĕç, часах ачасем парта хушшине ларĕç. Шăпăрлансем шкула каясса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, тус-тантăшĕшĕн питĕ тунсăхланă-çке. Канаш районĕнчи Асхва тата Çĕнĕ Шелттем ачисем каникула мĕнле ирттернĕ тата шкула мĕнле кăмăл-туйăмпа каяççĕ-ши?

Мăрăлтисемпе ташлакансем

Лиза Миронова (сăн ÿкерчĕкре) 4-мĕш класа каять. Тăван ялĕнче — Асхвара — пуçламăш шкул кăна пулнăран пĕлÿ илме кÿршĕ яла çÿреме тивĕ. Шкул ачисене унта автобус илсе çÿрет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче хĕр пĕрчине çĕнĕ юлташсем, вĕрентекенсем кĕтеççĕ. Çакă Лизăна кăшт шиклентерет те. Пĕрле вĕреннĕ тантăшсем шкула унпа пĕрле кайни кăна лăплантарать. Туслă пурăннă-çке вĕсем, класри 3 ача — Лиза, Сашенька тата Саша.
Лиза пуринчен ытла рисовани тата физкультура урокĕсене кăмăллать. Çывăх çыннисен портречĕсене, чĕр чунсене ÿкересси уншăн чун уççи. Физкультура урокĕсенче вăл хытă чупать. «Хăш чухне Сашăран та иртсе каятăп», — класри пĕртен-пĕр арçын ачана кая хăварни те пулнă иккен.
Каникул — асамлă вăхăт. Юлташсемпе урамра тĕрлĕ вăйă выляни, 2 эрне каялла иртнĕ ял уявĕнче батут çинче сикни, шашлăк тутанни, Шупашкарта пулса курни — акă мĕнле иртнĕ кану вăхăчĕ. Амăшне те пулăшман мар: пахчари йăрансене çум курăкран тасатнă, кĕреплепе утта пĕр çĕре пухнă. Темиçе кун каялла, акă, салатсем хатĕрлекен амăшне пахча çимĕç тураса пулăшнă.
Лизăран Егор шăллĕ пĕр шит те юлмасть. Ачасем кушаксене çав тери юратаççĕ. «Амăшĕ Багира ятлă, ашшĕ — Кузя, вĕсен икĕ çура. Эпир вĕсемпе уçăлса çÿретпĕр, ташлатпăр. Пĕчĕкскерсем Лизăн çивĕчĕпе выляма юратаççĕ», — кулать Егор. Вăл кушаксене шыраса кил картинчи çăмăл машина айне те пĕшкĕнсе пăхрĕ, ытти вăхăтра унта пытанакан мăрăлтисем хальхинче урăх кĕтес тупнă пулас, курăнмарĕç.
Лизăна шкула кайма ашшĕ-амăшĕ тумтир те, ытти хатĕр те туянса панă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче портфелĕ те «4» тата «5» паллăсемпе тулли пулĕ унăн — хĕр ача тăрăшса вĕренме сăмах пачĕ.

Дельфинсем асра юлнă

Настя Данилова 7-мĕш класа куçнă. Вăл та ялти нумай ача пекех Асхвари шкула пĕтерсен Вырăскас Пикшихе ăс пухма çÿреме тытăннă. Çуллахи каникулта хĕр ача çемйипе Анапăра каннă. Мĕн асра юлнă-ши çав савăк кунсенчен? «Дельфинсем», — пĕр шухăшласа тăмасăр каларĕ хĕр ача. Çыран хĕрринерех ишсе килекенсем хăйсен мăнаçлăхĕпе, илемĕпе илĕртнĕ ăна.
Каникул вăхăтĕнче вăл ытти ача пекех ашшĕ- амăшне пулăшнă. Хĕр ачан амăшĕ шкулта тирпейлÿçĕре вăй хурать. Настя та каникулта çывăх çыннипе шкулта вăй хунă: тусан шăлнă, сăрланă. Килти ĕçсене те пурнăçланă вăл, библиотекăри мероприятисене те хаваспах хутшăннă.
«Шкула каяс килет», — сасси вара тунсăхлăн илтĕнет хĕр ачан. Ахăртнех, юлташĕсемшĕн, вĕрентекенсемшĕн тунсăхланă. Пахчари гладиолуссем вара хăйсен черетне кĕтеççĕ — Настя юратнă вĕрентекенне илемлĕ чечек çыххипе савăнтарма палăртать.

«Вĕçекен» будильник

Çĕнĕ Шелттемри Даша Никитина çĕнĕ вĕренÿ çулне чăтăмсăррăн кĕтет. Мĕншĕн, пĕлетĕр-и? Кăçал класри ачасен йышĕ пысăкланать, 5-мĕшне çĕнĕ арçын ачапа хĕр ача килеççĕ — çакă хăпартлантарать. Унсăр пуçне çывăх тусĕшĕн Янăшăн та тунсăхланă вăл.

Малалла вулас...
 

Вера ШУМИЛОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.