Асамлăха ĕненсен, ĕмĕтсем пурнăçлансан…
Паян Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав шкулĕнчи маттурсемпе паллашăпăр. Ачасене ял тăрĕхĕн администрацийĕнче кĕтрĕм. Чÿречерен пăхса тăраттăм.
Алла-аллăн çавăтăнса
Акă икĕ чиперук алла-аллăн çавăтăнса килни курăнчĕ. Кусем çывăх туссем пуль тесе шухăшларăм, кĕрсессĕнех кăсăклантăм. Вĕсем иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕпе йăмăкĕ пулнине пĕлтерчĕç.
9 çулти Юлия Тимофеева 4-мĕш класа куçнă. Чи юратнă предмечĕсем физкультура тата рисовани пулнине палăртать. Юля аллине хутпа кăранташ тытсан уншăн тĕнче илемлĕрех курăнать. Физкультура вара çăмăл атлетикăпа туслă пулнăран килĕшет иккен.
8-ти Ксения Иванова 2-мĕш класс пĕтернĕ. Юльăпа Ксюша музыка шкулне хорта юрлама çÿреççĕ. Вĕсем куракансене янăравлă сассипе савăнтарма Çĕнĕ Шупашкара та, Шупашкара та çитнĕ. Тата ташлама юратаççĕ хĕр ачасем. Музыка шкулĕнче вĕреннисĕр пуçне килĕнче те тĕрлĕ хускану тăваççĕ, çĕнĕлĕхсем шухăшласа тупаççĕ. Юля сцена çинче упăте тата кăвакал ташшисене кăтартнă, Ксюша вырăс халăх ташшинче Матрешка сăнарне калăпланă.
Каникул вĕçленсе пырать. Мĕнпе асра юлĕç-ши çу кунĕсем? Юля патне çулталăкра пĕрре Самарта пурăнакан хĕреснамăшĕ килсе çÿрет иккен. Кăçал та чиперука канфет-шăккалатпа савăнтарма çитнĕ вăл. «Эпĕ хĕреснаннене курсан яланах хĕпĕртетĕп. Кăçал эрнелĕхе килчĕ. Унпа Шупашкара кайрăмăр. Кимĕпе ярăнтăмăр, шыва кĕтĕмĕр», — чĕвĕлтетрĕ Юля.
«Эпир çемьепе асанне патне кайрăмăр. Хăмла çырли, чие, хура хăмла çырли пуçтартăмăр. Эпĕ хăмла çырли юрататăп. Унта С витамин нумай», — пĕлтерчĕ Ксюша.
Хĕр ачасем мультфильм-юмах пăхма кăмăллаççĕ. Юля «Белоснежка» юмаха юратать. Ксюшăна «Золушка» килĕшет. «София Прекрасная», «Принцесса Елена» мультфильмсене вара паян тĕнче-ри нумай хĕр ача пăхать пулас. Ксюшăпа Юля та çаксене курса пуласлăх пирки ĕмĕтленме юратаççĕ, ырă ĕçе вĕренеççĕ.
Эх, ачалăх! Савăк вăхăт! Çутă ĕмĕтсен тапхăрĕ! Пĕчĕкскерсен тĕлĕкĕсем те асамлă. Юльăпа Ксюшăн килĕсенче ни кушак, ни йытă çук иккен. Çывăх çыннисем усрама чараççĕ. Хĕр ачасем вара тĕлĕкре шăпах çак чĕр чунсене кураççĕ, вĕсене ачашлаççĕ, выляççĕ. Юльăн шап- шурă çăмламас кушак усрас килет, Ксюша шурă çинче хура пăнчăллă йытă пирки ĕмĕтленет.
Пикесем Хĕл Мучие ĕненеççĕ. Çĕнĕ çул çитес умĕн ун патне çыру шăрçалаççĕ. Юльăна вăл хуравпа савăнтарнă, Аслă Устюга килсе курма йыхравланă. Ксюша Хĕл Мучирен 3 парне ыйтасшăн пулнă. Амăшĕ пĕррепе çырлахмаллине пĕлтернĕ. «Ăнланатăп-ха — Раççейре ача нумай. Кашнинех парнепе тивĕçтерме йывăр. Пурпĕр икĕ япала ыйтрăм: пукане тата ача-пăча косметики. Мана Хĕл Мучи сăрланмаллисем парнелерĕ», — аса илчĕ Ксюша.
Шкул вăхăтĕнче эпир каникула кĕтмен-и вара? Хĕл Мучипе, мультфильм-юмахпа туслă пулман-и? Тĕлĕкре вĕçмен-и? Асамлăха ĕненсен, ĕмĕтсем пурнăçлансан, çывăх çынсем тата туссем çумра пулсассăн мĕн тери хаваслă-çке ачалăх!
Куçаруçă — урăх никам та
Татьяна Тихонова 9-мĕш класс пĕтернĕ. Вăл 6-мĕш класранпа куçаруçă пулма ĕмĕтленет. Акăлчан чĕлхине тăрăшса вĕренет.
Мĕнле çуралнă-ха çак ĕмĕт? 5-мĕш класа куçсан аслисем хĕрне пулас профессие суйлама вăхăт çитнине каланă. Таня вара ачаранпа тĕрлĕ чĕлхепе кăсăкланать. Çавăнпах куçаруçă пулма палăртса хунă. Эппин, ку ĕмĕт çеç те мар — чăн-чăн тĕллев. Таня Шупашкарта ют чĕлхесем вĕрентекен центрта испан чĕлхине çулталăк çурă вĕреннĕ. Каярах акăлчан чĕлхи çăмăлрах пулнине ăнланнă. «Çапла вара эпĕ 6-мĕш класрах хамăн пулас профессине палăртрăм. Акăлчан чĕлхине тарăнрах вĕренме тĕрлĕ сайтри занятисене хутшăнатăп. Унччен курнă акăлчан фильмĕсене куçарусăр пăхатăп, юрăсем итлетĕп, калавсем вулатăп», — ăнлантарчĕ чиперук.
Таня экзаменсенчен хăрамасть. 9 класс хыççăн тĕп предметсемсĕр пуçне тепĕр икĕ экзамен суйлама ыйтсан тÿрех акăлчан чĕлхине тата обществознание палăртнă. Хĕр хăйне шанать. 11-мĕшне пĕтерсен те çак предметсемпе ППЭ тытĕ вăл. Кашни çыннăн хăйĕн прависене пĕлмелле тесе шухăшлать пике.
Пулас куçаруçă кашни çулах олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать. Малтан акăлчан чĕлхи секцийĕнче калаçнă вăл. Юлашки çулсенче обществознанипе ытларах хатĕрленет. Хăйне килĕшекен темăна суйласа илет те вĕрентекенне пĕлтерет. ªОпытнăй шкулĕнче учительсем мар, ачасем хăйсем конференци темине палăртаççĕº. Кăçал Таня «Ушкăнри ача» темăпа тухса калаçнă. «Конференцие хатĕрленме 2 уйăха яхăн вăхăт кирлĕ. Эпир нумай чухне ĕçе юлашки саманта хăваратпăр-çке. Çапла эпĕ те юлашки эрнесенче çеç хускалатăп. Юрать, мĕн кирлине вĕренсе ĕлкĕретĕп», — пĕтĕмлетрĕ хĕр. Малалла вулас...