- Чăвашла верси
- Русская версия
Урай çунăшăн — пĕр тенкĕ
Тусăмăрсем, зал тулли халăх пуçтаракан, илемлĕ юррисемпе куракана чун апачĕ парнелекен эстрада çăлтăрĕн ачалăхĕпе паллашас кăмăл пур-и? Иккĕленместĕп, Алексей МОСКОВСКИН концерчĕсенче выртакан пуленке те хускалать пуль. Чăваш çамрăкĕсем кăна мар, çак чĕлхене пач пĕлменнисем те кăмăлласа утаççĕ юрăçăн концертне. Ара, хитре чăваш арĕ ăшă кăмăлпа парнелекен юрăсем ватти-вĕттин чун хĕлĕхне хускатаççĕ-тĕр. «Чу-ча-чана» аса илсенех хăлхара асамат кĕперĕ евĕр тĕрлĕ тĕслĕ ырă сасă саланать.
1. Ача сачĕ. Елчĕк салинче çуралса ÿсрĕм. Атте Владимир Николаевич — инженерта, анне Валентина Николаевна бухгалтерта вăй хуратчĕç. Çемьере виççĕн — пичче Сергей, эпĕ тата йăмăк Татьяна — çитĕнтĕмĕр. Пирĕн çуртпа юнашарах ача сачĕ вырнаçнă. Çавăнпа эпĕ унта пĕчченех тухса утаттăм. Пуринчен малтан çитес килетчĕ. Мĕншĕн тесен ушкăнра вылямашкăн пысăк машина пурĕ виççĕччĕ. Вĕсемпе выляс килни çывăх çынсене кĕтсе тăмасăрах садике вĕçтерме хистенĕ те. Хыççăнах атте кĕрсе тăратчĕ те: «Пирĕн Алюш çитнĕ-ши?» — тесе алăка уçса ыйтатчĕ. Мана курсан тин ĕçе каятчĕ.
Кăнтăр апачĕ хыççăн çывăрма выртсан воспитательсем пÿлĕмрен вăхăтлăха тухатчĕç те /пуçлăх пухăва чĕннĕ самантсенче/ эпир, 4-5 арçын ача, хăвăрт кăна туалета чупаттăмăр. Унта умывальник çинче «Ну, погоди!» шăл тасатмалли паста пурччĕ. Çавна çисе пăхаттăмăр. Пылак тутăллăччĕ вăл /кулать/.
Шкула çÿреме тытăнсан çуллахи каникул асаннепе асатте патĕнче иртетчĕ. Вĕсен мăнукĕсенчен пуринчен ытларах эпĕ пурăнаттăм унта. Юлташ нумайччĕ. Ирхине тухса кайсан каçчен те таврăнмастăм. Асанне: «Алюш, кунĕпе хуть пĕрре апат çиме кил-ха, эсĕ», — тетчĕ. Сăмах май, вăл çĕр улмине çав тери тутлă ăшаласа çитеретчĕ.
2. Библиотека. Пилĕк çулта кĕнеке вулама вĕрентĕм. Аслисем юмах кĕнекине уçатчĕç те вулама ыйтатчĕç. Шакăртаттарса вулаттăм. Шкула кайичченех район библиотекине çÿреттĕм. Кÿршĕри йĕкĕреш ачасемпе пĕрле каяттăм. Пакета виçĕ хулăн юмах кĕнеки чиксе паратчĕ библиотекарь. Тул-ли кăмăлпа таврăнаттăм киле.
4 е 5-мĕш класраччĕ-ши, вĕренÿре япăхрах ĕлкĕрсе пыракан пĕр-икĕ ача пĕрремĕш урокран ялан çывăрса юлатчĕ. Вĕсене вăратма вĕрентекен юлташпа иксĕмĕре яратчĕ. Вара пĕрле апат çисех килеттĕмĕр.
Хаçат вулама кăмăллаттăм. 5-мĕш класра район хаçатĕнче манăн сăвăсем пичетленнĕччĕ. 8-мĕш класра больницăра выртнă вăхăтра 78 куплетлă поэма евĕр сăвă çырнăччĕ. Унта мĕнле лекнине, укол тунине, кашни кунĕ епле иртнине сăнарланăччĕ. Гитарăран уйрăлман. Больницăра костыльпе çÿреттĕм. Юлташсем ман хыçра гитарăна йăтса пыратчĕç. Унта та юрлаттăм.
3. Стадион. Çуркунне шкул стадионĕн çур лаптăкĕнче шыв тăратчĕ. Эпир мечĕке юри çавăнта тапса яраттăмăр. Унтан пиллĕкĕн-улттăн ăна илме шыва кĕрсе урана йĕпетсе тухаттăмăр. Киле кайса пушмака улăштарма сăлтав пулать-çке. 2-3 урок унталла-кунталла çухалса çÿресех иртетчĕ.
«Зарницăра» час-часах пулаттăмăр. Унта гитара каласа юрлаттăм. Пĕррехинче шăрпăкпа асăрхануллă пулманран-ши, пирĕн палатка çунма тытăнчĕ. Матрасран çулăм тухмасть, тĕтĕм йăсăрланать. Палатка умĕнче кăвайт çинче вĕретнĕ чей витри çакăнса тăратчĕ. Вăл сивĕннĕччĕ ĕнтĕ. Эпĕ çав витрене пĕр шухăшласа тăмасăр илтĕм те тĕтĕм тухакан вырăна сапма васкарăм. Лăп та шăп çав вăхăтра палаткăран пĕр ача тухрĕ те ăна пĕр витре чейпе сапрăм. Халĕ кулăшла, анчах ун чухне шарт сикнĕччĕ.
4. Гитара. Çулла юлташсемпе яланхиллех стадиона васкарăмăр. Футболла выляма юрататтăм. Стадионти сак çинче икĕ каччă, салтакран тин кăна килнĕскерсем, гитара каласа ларатчĕ. Çавсене курсан манра темĕнле хум чупса иртрĕ. Çак музыка инструменчĕпе выляма вĕренес ĕмĕт çуралчĕ. Кÿршĕре пурăнакан хĕр патне гитара калама вĕренме пĕр эрне çÿрерĕм. Нумаях та вăхăт иртмерĕ — ăна парăнтартăм. Çавăн хыççăн кÿршĕри çамрăксене нумайăшне гитара калама вĕрентрĕм.
5. "Иккĕ". Гитарăпа çыхăннă тепĕр самант асрах. Юнашар ялти шкула концертпа каймаллаччĕ. Манăн гитара каласа нимĕçле юрламаллаччĕ. Çав кун çумăр çăватчĕ. Вĕрентекене эпĕ каймастăп тесе хирĕçлерĕм. Çумăр айне пулсан манăн гитара йĕпенсе юрăхсăра тухассине ăнлантартăм. Кайманшăн мана нимĕç чĕлхи учителĕ журнала пилĕк «2» паллă лартса пачĕ. Çавăн хыççăн çак предмет текех интереслентермерĕ. 8-9-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра аслăрах каччăсем юнашар ялсене хĕрсем патне мана гитара калама пĕрле илсе каятчĕç.
10-мĕш класра пĕрремĕш хут фестиваль-конкурса хутшăнтăм. Республикăра «Чăваш Ен чечекĕсем» ятпа иртнĕскерте лауреат пулса тăтăм. Музыка предметне 11-мĕш класс пĕтеричченех вĕренни те çула уçса пычĕ-и тен... Педкласра вĕреннĕ май çак предметран шкулпа сыв пуллашичченех уйрăлмарăм. Пĕррехинче вырăс литератури урокĕнче Владимир Высоцкий юррине гитара каласа ăна евĕрлесе юрласа патăм. Малалла вулас...
Елена ЛУКИНА.
Алексей МОСКОВСКИЙ
архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.
Комментари хушас