Юпа уйăхĕн юлашки кунĕсенче Мускав облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Подрост» вăрман конкурсĕн финалĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ — ачасене вăрман пурлăхне тата çут çанталăка сыхлас ĕçе явăçтарса экологишĕн яваплăха туйма вĕрентесси.
Туссем, кĕçнерникунсерен радиоэфира тухакан «Шăнкăрав» кăларăма камсем ертсе пынине, тен, эсир пĕлетĕр те? Маттур та сăпайлă икĕ чиперук — Аня Егоровăпа Карина Данилова. Вĕсем тантăшĕсене республикăри пултаруллă ачасен пурнăçĕпе паллаштарнисĕр пуçне хăйсем те вĕренÿре палăраççĕ.
Çитес шăматкун, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, республикăн тĕп хулинчи Маунтинбайк центрĕнче кире спортне кăмăллакансен «Хыпар» хаçат парнисемшĕн 1984 çултанпа иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ уçăлать. Ăмăртăва 20 яхăн регионĕн спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Чăваш Енĕн пăхаттирĕсем йышлă пуласси халех паллă. Çакна республика чемпионатĕнче мала тухассишĕн пыракан турнир çивĕчлĕхĕ те лайăх çирĕплетет. Шкул ачисем те хăйсен вăй-халне тĕрĕслесе пăхма кăмăл тунă. Яланхи пекех шур сухалсем те айккинче юлман.
Тĕнчере мĕн чухлĕ халăх. Кашнин кун-çулĕ, йăли-йĕрки, культури расна, кăсăклă. Пурин çинчен те пĕлеймĕпĕр, паллах. Анчах Раççейри халăхсемпе çыхăну тытса тавра курăма самай пуянлатма пултаратпăр.
Ыран, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче — Пĕтĕм Раççейри лицейçăсен кунĕ. Мĕншĕн шăпах çав кун паллă тăваççĕ-ха ăна? 19-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Раççейри чи чаплă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕри Патша салинчи (Царское село) Император лицейĕ пулнă. Ăна 1-мĕш Александр император хушăвĕпе 1811 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче уçнă. Паянхи лицей ахаль шкултан мĕнпе уйрăлса тăрать-ши? Ачасене унта ăс пухма килĕшет-и? Хăйсене сăмах парар-ха.
Хăш-пĕр ача пĕчĕкренех тĕллев лартать те шăла çыртса çавăн патне талпăнать. Ун пек тума çирĕп чунлисем çеç пултараççĕ. Мĕншĕн тесен çав утăм чунра аталанать, ырăлăх патне илсе пырать, пурнăç илемне туйма май парать.