Чечня пуканисем — Шупашкарта

Тĕнчере мĕн чухлĕ халăх. Кашнин кун-çулĕ, йăли-йĕрки, культури расна, кăсăклă. Пурин çинчен те пĕлеймĕпĕр, паллах. Анчах Раççейри халăхсемпе çыхăну тытса тавра курăма самай пуянлатма пултаратпăр. Çакă ачаранах пуçланни вара пушшех те усăллă.
Юпа уйăхĕн 11-17-мĕшĕсенче Шупашкар шăпăрланĕсене Чечня патшалăх çамрăксен театрĕн пултарулăх ушкăнĕ кăсăклă спектакльсемпе савăнтарчĕ. Çакă йăлтах Раççей Культура министерствин федераци гастроль агентствин «Пысăк гастрольсем» проекчĕпе пурнăçланнă. Кăçал Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем те Чечня Республикинче пулнă, пĕчĕк куракансене пилĕк спектакль кăтартнă: Петĕр Хусанкайăн «Тĕнчере кам вăйлăрах?», Ева Лисинăн «Хупах хăлха Илюк», Александр Пушкинăн «Ылтăн пулă» тата ыттисем.

Юмахсем ырă чунлăха вĕрентеççĕ

Чăваш кураканĕ валли Грозный хулинчи пуканеçĕсем виçĕ юмах хатĕрленĕ: Павел Морозовăн «Хищный заяц», Евгений Сперанскин «Солдат и ведьма», Анна Ахматовăн «Сказка о золотом ска-куне». Спектакльсене Чăваш пукане театрĕнче тата Шупашкарти ача сачĕсенче лартнă.
Манăн шăпах та «Сказка о золотом скакуне» юмах курма тÿр килчĕ. Тÿрех калам, зал лăк тулличчĕ. Вырăн çитменрен, курас текен нумай пулнăран театр ĕçченĕсем ретсен хĕррине пукансем тупса лартрĕç. Шупашкарта пурăнакан чечен ачисем те спектакль курма пысăк кăмăл- туйăмпа пырса ларнă. Тăван çĕртен аякра пурăнаканскерсемшĕн ку уяв евĕрех килсе тухнă. Шăпăрлансем валли хатĕрленĕ кашни спектакль мĕне те пулин вĕрентет. Ылтăн урхамах çинчен калакан юмах /«Сказка о золотом скакуне»/, сăмахран, чĕрене ырăлăх кĕртмеллине, çăткăн пул-малла маррине асăрхаттарать. Çăткăнлăх инкеке лектерет, ырăлăх çăлать. Чуна çемçетекен самантсем тĕл пулаççĕ спектакльте, çакă ачасене мĕн пĕчĕкрен ырă чĕреллĕ пулма хăнăхтарать. Юмаха чечен халăхĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса лартни те паха. Пуканесен çи-пуçĕ, тыткаларăшĕ, калаçăвĕ халăхсен хăйне евĕрлĕхне асăрхама май парать.
Спектакль хыççăн ачасен шухăш- кăмăлне ыйтса пĕлтĕм. Паллах, питĕ килĕшнĕ вĕсене. Шупашкарти 55-мĕш шкулта 2-мĕш класра вĕренекен Максима Ылтăн урхамах кăмăла кайнă. Унăн янăравлă сасси пуринчен ытла илĕртнĕ иккен. Пурнăçра çавăн пеккине тĕл пулсан питĕ савăнĕччĕ арçын ача. «Эпĕ ăна алла хăнăхтарăттăм, ун çине ларса ярăнăттăм. Юмахри çăткăн старик пек никама та сутса ямăттăм. Çăткăнлăх — япăх ен, унран хăтăлмалла», — терĕ ача.
Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Даня юмах тăршшĕпех Ылтăн урхамахшăн куляннине, вăл усал çынсен аллине лекесрен хăранине палăртрĕ. Кушакпа кашкăрăн кĕлеткисем ылмашăнни те тĕлĕнтернĕ ăна.

Ачасем валли çыракан сахалрах

Ĕнер вара Чăваш патшалăх пукане театрĕнче гастрольсен пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Пĕр-пĕринчен вĕренмелли пуррине палăртрĕç чечен тата чăваш актерĕсем.
Спектакль режиссерĕ Рустам Шахгиреев театр историйĕпе паллаштарчĕ. Республика пукане театрĕ 1937 çулта йĕркеленнĕ. Раççейре чи лайăххисенчен пĕри пулнă. Вăрçă çулĕсем хыççăн чи малтан ĕçне йĕркелесе яраканни те — пукане театрĕ. Çапăçусем пынă вăхăтра нимрен хăрамасăр аякри вырăнсене спектакль лартма çÿренĕ, халăха хавхалантарас тенĕ. 2006 çултанпа вăл — Чечня патшалăх çамрăксен театрĕ.
Ачасем валли çыракан Чечняра сахалрах пулнине, анчах çак ыйтупа халĕ тĕплĕ ĕçлеме тытăннине те палăртрĕ режиссер.
Чечня патшалăх çамрăксен театрĕн директорне Муса Сагаева Шупашкар питĕ килĕшнĕ. Уйрăмах «Урам вулавăшĕ» кăсăклантарнă ăна. Тăван ене таврăнсанах унта та çавăн пеккине хатĕрлес ĕмĕтлĕ. Тепĕр тесен, вуласси ачасен хушшинче модăна кĕрсе пынине палăртрĕ Муса Алаудинович. Ачасем пирĕн тăрăхри пек телефон вăййисемпе минрес хăрушлăх çук унта. Мĕн пĕчĕкренех вĕсене спортпа та туслаштараççĕ. Çакна иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи вăрçă çулĕсемпе çыхăнтараççĕ. Ачасен мĕн пĕчĕкрен çирĕп ÿсмелле, хÿтĕленме пĕлмелле.

Пĕр-пĕрин ташшине вĕреннĕ

Чăваш тата Чечня республикисене мĕн çыхăнтарать? Чи малтанах, «ч» сас палли. Иртнĕ ĕмĕрти йăла-йĕркесенче те пĕр пеклĕх тупма пулать. Чăваш Ене килнĕ чечен хĕрĕсене уйрăмах чăваш сурпанĕ илĕртнĕ, вăл вĕсен пуçа çыхакан хăйăвĕ евĕртерех туйăннă.
Пуканеçĕсене пĕчĕк куракансем кăмăлласа йышăнни, куçĕсенче савăнăç ялкăшни, спектакле лекес текенсем йышлă пулни çунатлантарнă. Артистсем чечен лезгинкипе ăсталăх класĕ кăтартни те пĕлтерĕшлĕ. Чăваш пукане театрĕн артисчĕсем те лезгинка ташласа кăтартма пултараççĕ халĕ. Чечен артисчĕсем вара хаваспах чăваш ташшине вĕреннĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

 

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.