Комментари хушас

8 Ноября, 2018 | Тантăш | Культура | МИХсем

Туссем, кĕçнерникунсерен радиоэфира тухакан «Шăнкăрав» кăларăма камсем ертсе пынине, тен, эсир пĕлетĕр те? Маттур та сăпайлă икĕ чиперук — Аня Егоровăпа Карина Данилова. Вĕсем тантăшĕсене республикăри пултаруллă ачасен пурнăçĕпе паллаштарнисĕр пуçне хăйсем те вĕренÿре палăраççĕ. Паллах, чăваш чĕлхине хисеплесе çак предмета уйрăмах юратса ăса хываççĕ.
Каринăпа Аня иккĕшĕ те 24- мĕш шкула сукмак такăрлатаççĕ. Карина — 9-мĕш класра, Аня — 4-мĕшĕнче. Виçĕ çул каялла Каринăна чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Людмила Агафонова «Шăнкăрав» кăларăм пирки каласа кăтартнă, радиона кайса пăхма сĕннĕ. Çавăн хыççăн пуçланнă та хĕрачан эфира тухасси.
— Пĕрремĕш çулхине редактор пулăшнипе пĕчченех ертсе пытăм. Ку ĕç мана питĕ килĕшет. Вĕренÿре чăрмантармасть. Пачах тепĕр май — тăван чĕлхене аталантарма пулăшать. Килте те атте-аннепе чăвашла хутшăнатпăр. Çуллахи каникулта асанне-асатте патне яла кайсан юлташсемпе юратнă чĕлхепе калаçатăп. Хăш-пĕр ача пек атте-анне чĕлхинчен вăтанмастăп, вырăсла перкелешсе вĕçкĕнленме юратмастăп, — сăпайлăскер калаçăвĕнче тăван халăха хисеплени сисĕнчĕ.
Карина чăваш чĕлхипе иртекен «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурса çулсерен хутшăнать. Çак предмет олимпиадине кĕтсе кăна тăрать. Музыка шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер баян, гитара, фортепиано ăста калать. Уйрăмах чăваш халăх юррисене шăрантарать. Юлташра мĕнле енсене хаклать-ши хĕр ача?
— Манăн туссем ырă кăмăллă, тÿрĕ та таса чунлă. Çавăнпа хисеплетĕп вĕсене. Йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшатпăр, — тет Карина Данилова. Шкул вĕренсе пĕтерсен кам пулассине палăртман-ха вăл, çапах журналистика илĕртнине пытармарĕ.
Аня Егорова та «Шăнкăрава» Людмила Германовна сĕннипе çитнĕ. Каринăран вăл вĕренсе юлать. Мĕншĕн тесен хĕрача аслă класра унта текех çÿреймĕ, вăл çитĕннĕ май микрофон кĕçĕн ăрăва куçĕ. Вĕренÿ те вăхăт нумай илĕ. Аня — вĕренÿ отличникĕ. Правур та маттурскер радиона чупнисĕр пуçне ташлама ăста. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Аня ЕГОРОВĂПА Карина ДАНИЛОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.