Патăрьел каччи — Турцире

Спортпа туслă çын нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуç усмасть. Спортсăр пĕр кун та пурăнайман çынсем пирки илтнĕ-и эсир? Вĕсенчен пĕринпе паян паллаштарăп.
Максим Молочников Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç шкулĕнче вĕренет. Маттур яш çулла çуран чупать, хĕлле хоккей лапамĕнчен тухмасть. Унсăр пуçне кĕрешÿ секцине çÿрет, баскетбола юратать, йĕлтĕрпе те савăк кăмăлпа ярăнать.
Нумаях пулмасть Турцири Хатай хулинче тĕрĕк халăхĕсен кĕрешĕвĕ иртнĕ. Çак ăмăртуран Максим та юлман.

«Эпĕ хăрама хăнăхман»

— Утă уйăхĕнче кĕтмен шăнкăрав пулчĕ. Тренер Турцире ăмăрту пуласси пирки пĕлтерчĕ. Питĕ кайса курас килнипе пĕр шухăшламасăр килĕшрĕм. Çапла, çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавран Стамбула самолетпа вĕçрĕмĕр, — калаçу пуçларĕ яш.
Тĕрĕк халăх кĕрешĕвĕ авалхине аса илтерет. Ытти кĕрешÿ ятарлă мат çинче иртет пулсан ку пачах урăхла — курăк çинче. Ăмăрту умĕн хăраман- ши вăл?
— Эпĕ хăрама хăнăхман. Ку туйăма кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех парăнтарнă. Хампа пĕр çулти çамрăкпах кĕрешме тивессе шаннăччĕ. Манăн норвеги спортсменĕпе тупăшма тиврĕ. Вăл аслăрах пулни туйăнчĕ, анчах кĕлетке йывăрăшĕпе каччă ман пекех-çке. Самаях тар тăкрăмăр. Ку ăмăртура пĕрремĕш хут пулнăран- ши е йĕркене хăнăхса çитеймерĕм- ши — хальхинче ăнăçу ман енче пулмарĕ, — салхуллăн аса илчĕ Максим.
Пĕтĕм Тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнса курни çĕнтернипе танах. Патăрьел каччи хальхинче палăрайман пулсан та пуç усман.
— Кашни ăмăрту çĕннине парать. Çакăн пек анлă шайри тупăшăва хутшăнма пултарни те маншăн пысăк çитĕнÿ. Выляса янишĕн кулянмастăп. Кунта ырă ен те пур-çке. Вĕсем мана вăйлăрах пулма вĕрентеççĕ, ăсталăха пуянлатаççĕ. Тĕрлĕ спортсменăн шухăш-кăмăлĕпе паллашрăм. Çакăншăн савăнатăп, — йăл кулчĕ каччă. Малалла вулас...
Юлия АДЮКОВА.
Максим МОЛОЧНИКОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.