- Чăвашла верси
- Русская версия
Улăмран — ал ĕçĕсем
Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ишекри тавра пĕлÿ музейĕнче Валентина Елизаровăпа Ольга Ивановăн куравĕ уçăлчĕ. Улăмран тунă аппликацисене курма ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, клубра тăрăшакансем, халăха социаллă пулăшу паракан уйрăмра вăй хуракансем тата ыттисем пуçтарăннă.
Эпир те 2-мĕш класра ăс пухакансемпе пĕрле айккинче юлмарăмăр. Пуçтарăннă хăнасене Валентина Сергеевна çак ăсталăхпа хăçан туслашнине каласа кăтартрĕ. Иртнĕ çул çĕнĕ ĕçе пуçăннă-мĕн вăл. Улăма малтан пуçтармалла, шывра вĕретсе çемçетмелле, ç у р с а у т ю г п а я к а т м а л л а , çĕçĕпе те ĕçлемелле. Пĕчĕк пайсене хыпчăкпа та, йĕппе те вырнаçтарма тивет. Пĕр аппликацие хатĕрлеме эрне те иртет. «Хăвăртрах туса пĕтерес тесе ыйхă çинчен те манса каятăп», — терĕ Валентина Сергеевна. Кайран хитре рамкăна вырнаçтармалли юлать. Вăл аппликацисене юлташĕсене тата тăванĕсене парнелет. Паллах, алă ĕçĕ, сутас пулсан, йÿнĕпех каймасть. Вăл хăйĕн «чирĕпе» Ольга Сергеевнăна та кăсăклантарнă. Унăн ĕçĕсем те куçа илĕртеççĕ. Сăмах май, Валентина Сергеевна Мăн Марка клубĕ çумĕнчи «Кăмăл» ансамбльте юрлать, гастрольсене тухса çÿреме те ĕлкĕрет.
Екатерина ГРИГОРЬЕВА, 2-мĕш класс ертÿçи. Шупашкар районĕ, Ишек шкулĕ.
Комментари хушас