Лидер, кадет класĕн командирĕ...

29 Чÿк, 2018

Кÿкеçри 1-мĕш шкулта РДШ юхăмĕн шайĕнче ача-пăчан «Доброград» общество пĕрлешĕвĕ ĕçлет. «Ырăлăх тата туслăх хули» тенине пĕлтерет вăл. Ăна 6-мĕш класра ăс пухакан Оля Сочкова ертсе пырать. Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ, вĕренÿ отличникĕ, кадет класĕн командирĕ, пултаруллă та маттур хĕрача — шкулти ачасемшĕн ырă тĕслĕх.

Шкулти «патшалăх»

«Доброград» пĕрлешÿ шкулти хастар ачасене пĕр чăмăра пĕрлештерсе тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ — шкул пурнăçне пуянрах, кăсăклăрах тăвасси, çак ĕçе пур ачана та явăçтарасси. Пĕрлешÿ тытăмĕнче — спорт, ĕç, культура, вĕренÿ министерствисем. Вĕсен кашнин хăйĕн ертÿçи пур. Спорт, культура, вĕренÿ министрĕсен тивĕçĕсене Кристина Соловьева, Кристина Павлова, Костя Михайлов пурнăçласа пыраççĕ. Шкул пурнăçне ун сайтĕнче тата социаллă сетьсенче сăн ÿкерчĕксемпе тата текстсемпе илемлетекенни — медиа тата информаци уйрăмĕн ертÿçи Яна Ясонова. Оля вара — шкулти ачасен общество пĕрлешĕвĕн лидерĕ. Хĕрача шкул пурнăçĕнче, мероприятисемпе конкурссенче хастарлăх кăтартнипе çак чыса тивĕçнĕ.
— Ертÿçĕ пулма çăмăл мар, çапах та пулăшакансем пуррипе аван. Эпир пур ĕçе те пĕрле, туслă пурнăçлатпăр. Пĕрремĕш шăнкăрав валли плакатсем хатĕрлерĕмĕр, сăрласа илемлетрĕмĕр. Шкулти хастарсем тăрăшнипех «Кĕрхи бал» та кăсăклă иртрĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче хастарсен слечĕ кĕтет, унта та çитме палăртатпăр, — пĕлтерĕшлĕрех ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ маттур хĕрача.

Пĕр саслăн суйланă

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 6-мĕшсене кадет класĕ туса хунă. Класри ачасем пĕр шухăшлă пулса Ольăна командира суйланă. Ахальтен мар, маттурскерсĕр шкулти пĕр мероприяти те иртмест. Хĕрача конкурссене хаваспах хутшăнать. Унăн сасси янăравлă та уçă, чăн-чăн командирăнни евĕр.
Нумаях пулмасть 6-мĕшсем районти стройпа смотр конкурсне хутшăннă, присяга тытнă.
— Эпĕ, РФ çамрăк гражданинĕ, сăваплă та хисеплĕ кадет класĕн вĕренекенĕн званине илсе Тăван çĕршыва парăнса тата хама шеллемесĕр хÿтĕлеме хатĕрленме тупа тăватăп! Шанчăклă юлташ пулма тупа тăватăп! Вĕренÿре те, ытти çĕрте те ыттисемшĕн тĕслĕх пулма тупа тăватăп! /…/ Хамăн, класăн тата кадет званийĕн чысне яланах çÿлте тытма тупа тăватăп! — çапларах янăранă присяга сăмахĕсем. Класри кашни ача Оля хыççăн «тупа тăватăп» сăмахсене чун-чĕре витĕр кăларнă.
Кадет класĕнче ăс пухакансем — ытти шкул ачишĕн тĕслĕх. Çар тумĕ хăех дисциплинăна çирĕп пăхăнма хистет.
— Мĕн каланине итлекен, тăрăшуллă, ĕçчен ачасем, çавăнпа вĕсен пĕтĕмпех пулать, — ырлать шкул ачисене ОБЖ предмечĕпе пĕлÿ паракан Владимир Андреев.
— Эпир ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине ăнланатпăр, хамăра йĕркеллĕ тытма тăрăшатпăр. Стройпа смотр конкурсĕнче хамăра тивĕçлĕ кăтартас тесе кашни кунах ирхи 7 сехетре тата уроксем хыççăн стройпа утма хăнăхрăмăр. Мана кадет класĕнче вĕренме çав тери килĕшет, анчах та, командир пулнă май, сасса та упрама тивет. Унăн яланах янăравлă саслă пулмалла-çке, — тет хĕр пĕрчи.
Конкурсра Кÿкеçри 1-мĕш шкулта вĕренекенсем 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Чăваш Енри кадет юхăмĕн значокĕсене тивĕçнĕ.

Тĕллевсене пурнăçламалла

Хастар та маттур хĕрачан пултарулăхĕ иксĕлми. Эрнере 2 хутчен вăл Кÿкеçри культура çуртĕнчи «Настроение» ташă студине çÿрет. 1-мĕш класранах ăсталăхне аталантарать. Сăвăсене янăравлăн та уççăн вулать. Ахальтен-им илемлĕ вулав конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнать. Малалла вулас...

Вера ШУМИЛОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.