Буратино суперпаттăр, «селфи» ÿкерекен Мальвина…

Чăваш патшалăх сăнав драма театрĕ ăçта вырнаçнине пĕлетĕр-и? Çĕнĕ Шупашкарта. Ăна тепĕр майлă «Дождь» мим-театр теççĕ. Иртнĕ эрнере унта пулса кур-ма тÿр килчĕ.

Декорацисене çĕнетнĕ

Вăл 1995 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Малтанах ăна тĕрлĕ жанрлă професси театрĕ туса хурасшăн пулнă. Труппăна «Дождь» мим-театрĕн 10 артисчĕ тата вĕсен ертÿçи, режиссерĕ Валерий Проворов килсе кĕни театр çул-йĕрне пĕтĕмĕшле улăштарнă: пантомимика клоунади вăйлă аталаннă. Репертуар та пуян: Валерий Николаевич сценарийĕпе калăпланă спектакльсене ачасем те, çитĕннисем те хапăлласа йышăнаççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Арлекин» III фестивалĕн ди-пломне тивĕçнĕ театр гастрольсемпе Чăваш Енре пурăнакансене кăна мар, Мари, Тутар, Удмурт республикисенчи, Чулхула облаçĕнчи, Чĕмпĕр, Тольятти, Санкт-Петербург хулисенчи çынсене те савăнтарать. Куракансем артистсен ĕçне пысăк хак параççĕ, вĕсене яланах кĕтеççĕ.
Мим-театршăн халĕ пĕлтерĕшлĕ çулталăк — вăл «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн «Пĕчĕк тăван çĕршывăн культури» проектне хутшăнса 5 миллион ытла тенкĕ субсидие тивĕçрĕ. Федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе театр декорацисене çĕнетрĕ, сцена костюмĕсемпе, çутă оборудованийĕпе тата ытти япалапа пуянланчĕ. Премьерăна çитнĕ сумлă хăнасем — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Кисловпа Сергей Михеев, культура министрĕн çумĕ Елена Чернова тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова та театрти ырă улшăнусене палăртмасăр хăвармарĕç. «Эппин, укçа-тенке ахаль тăкакламан. Асăннă проекта çитес çул та малалла тăсмаллах. Федерацин тата республикăн бюджечĕсене йышăннă чухне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин фракцийĕ çакăншăн сасăларĕ», — пĕлтерчĕ Юрий Кислов.

Хăйне евĕрлĕхпе илĕртет

Театр залĕнче пушă вырăнçукчĕ. Çак кун артистсем Алексей Толстойăн «Золотой Ключик, или Приключения Буратино» юмахне тĕпе хурса калăпланă Андрей Вельевăн «И такое бывает» спек-таклĕпе сцена çине пĕрремĕш хут тухрĕç. Сюжет йĕрĕ Алексей Толстой хайлавĕнчипе пĕр, анчах ĕçсем хальхи вăхăтра пулса иртеççĕ. Буратино суперпаттăр пулма ĕмĕтленет, Мальвина кĕсье телефонĕпе «селфи» ÿкерсе Инстаграма вырнаçтарать, Тортилла тимĕр шапа шыв айĕнче телеви-зор пăхать, Базилио кушакпа Алиса тилĕ — бизнесменсем. Юрăллă-ташăллă юмах çав тери кăсăклă та хăйне евĕрлĕ. Тĕп сăнар — Буратино — Алексей Толстойĕн юмахĕнчи пекех хаваслă, лара-тăра пĕлмен, пур çĕре те сăмсине чикекен ача. Вăл Папа Карло туянса панă Азбукăна пĕр «ылтăнпа» сутса яма хатĕр.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.