- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш Ен ачисем алăран алла тытăнчĕç
Чăваш Ен — нумай нациллĕ республика. Эппин, вун-вун тĕрлĕ культура, йăла-йĕрке… Шупашкарта республикăри ача-пăчапа çамрăксен наци пултарулăхĕн фестиваль-конкурсĕ пĕрремĕш хут иртрĕ. Ăна ЧР Культура министерстви пулăшнипе Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çурчĕ йĕркеленĕ.
Хăйне евĕр номерсем
«Хореографи» номинацире виçĕ ушкăн хутшăнчĕ. «Вокалта» — пиллĕк. Фестиваль вăрăма тăсăлчĕ пулин те вăхăт хăвăрт иртнĕн туйăнчĕ, мĕншĕн тесен кашни 48 номерĕ те кăсăклă, хăйне евĕр. Хутшăнакансем тĕплĕн хатĕрленнĕ, капăр та илемлĕ çи-пуçпа килнĕ. Жюри членĕсем чи лайăххине палăртма йывăррине пытарманни ахальтен мар.
Ачасенче вăй тапса тăрать: хăйсене кăтартма хатĕрленеççĕ, хумханаççĕ. Сцена çинчен аннă хыççăн куракансен çумне ларса ыттисене хавхалантарма пĕлеççĕ, çĕнтерÿçĕсемшĕн чунран савăнаççĕ.
Фестивале килнисенчен кашниех хăйне евĕр пултаруллă. Анчах та вĕсен хушшинче те уйрăлса тăракан пур. Симĕс кĕпеллĕскер çав тери хитре юрларĕ, ташларĕ. Сăн-питĕнчен йăл кулă каймарĕ. Чăн-чăн сцена валлиех çуралнă тейĕн çак арçын ача. Станислав Ильин Муркаш районĕнчи Кураккасси ялĕнче пурăнать. Калайкасси шкулĕнче 3-мĕш класра ăс пухаканскер Надежда Кондукторова вĕрентекен патне ăсталăхне туптама çÿрет. Шăхлич те каларĕ арçын ача. «Пирĕнпе класс ертÿçи, музыка вĕрентекенĕ килчĕ. Сцена çине пĕрремĕш хут юрăпа шкулта тухнăччĕ. Çавăн чухне куракансен умĕнче хăраманнине ăнлантăм. Сцена çинче хама лайăх туятăп. Эпĕ артист пулма ĕмĕтленетĕп», — сăмах илчĕ Стас.
Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнчен килнĕ Камилла Сергеева мĕнешкел уçă саслă тата! Çĕрпел шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет вăл. Районти культура çуртне 5 çул çÿрет. «Паян 12-16 çулсенчисен ушкăнĕнче хутшăнтăм. Юрласси — чуна кантарасси. Кĕвĕ итлесен кăмăл çĕкленет. Шкулта мĕн те пулин пулаймасан юрă лăпкăлăх кÿрет. Ялтисем мана хăнăхнă ĕнтĕ. Ăсталăха туптама мĕншĕн район центрне çити кайнă-ха эпĕ? Ара, чăваш юррисем питĕ илĕртеççĕ, сцена хăй патне туртать. Фольклор çеç мар, эстрада юррисене те шăрантаратăп. Ют çĕрте палламан çынсен умне тухиччен кăштах хумханатăп. Сцена çинче шикленÿ çухалать. Атте-анне те юрлать манăн», — терĕ Камилла.
Шупашкарта пурăнакан Максимпа Вика Героевсем — пĕртăвансем. Вика 6 çулта, Максим — 9-та. «Паян юрă юрларăмăр. Çак номере «Росток» пултарулăх центрĕнче хатĕрлерĕмĕр. Виçĕ çул çитрĕ ĕнтĕ эпĕ фольклор тата эстрада ушкăнĕсене, хора çÿрени. Вика халăх юррисем вĕренет. Сцена çинче хăрамастпăр. Малтан сасă чĕтретчĕ, халь — çук», — пĕлтерчĕ Максим.
Маттурскерсен амăшĕ Елена Георгиевна та сăмах хушрĕ: «Ачасене чăвашла калаçма вĕрентетĕп. Тĕрлĕ конкурса чăвашла сăвă- юрăпа хутшăнатпăр. Кукамăшĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнать. Ватă кукамăшĕ те пур, вăл 91-ре. Ваттисем мăнукĕсемпе чăвашла калаçаççĕ. Максим пĕчĕк чухнех эпĕ вырăсла ыйтсан чăвашла хуравлатчĕ».
«Тахçанах юрлас килетчĕ»
Çĕмĕрлери 6-мĕш шкулти «Тик-так» ансамбль те питĕ ăнăçлă хутшăнчĕ. Солистсем те пулчĕç. Акă вĕсем: Даша Назирова, Рая Ахмерова тата Матрона Шанина. Ансамбль «Пирĕн анне» юрă юрларĕ. «Мĕн шухăшлани веçех пурнăçланчĕ. Пирĕн татах килес килет», — пĕлтерчĕç пĕр харăссăн кăвак куçлă хĕрачасем.
«Тахçанах юрлас килетчĕ. Атте-анне те ман туртăма куратчĕ. Анчах та эпĕ çулталăк каялла тин ăсталăха туптама пуçларăм. Питĕ килĕшет! Сасă та уçăлать. Çак конкурса виçĕ эрне хатĕрлентĕмĕр. Усси пулчĕ. Малти вырăнсене йышăнтăмăр эпир, солистсем. Ыттисен номерĕсем те кăмăла кайрĕç. Шупашкар районĕн ачисем кăтартнă «Калинка» ташă уйрăмах килĕшрĕ», — тĕплĕнрех пĕлтерчĕ Даша Назирова.
П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче тутар юррин «Ялкын» халăх ансамблĕн спутник-ушкăнĕ пур. Ертÿçи — Гузель Федорова. Малалла вулас...
Тина ФЕДОРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас