Archive - Тантăш

февраль 7th, 2019

7 Нарăс, 2019

Тĕрлĕ артиста сăнарларĕ

Нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин район администрацийĕн акт залне çак районти шкулсенче ăс пухакан аслă класс вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç. Сцена çине чи хастар та пултаруллă яш-кĕрĕм тухрĕ. Кунта «Старшеклассник года» хула конкурсĕн район шайĕнчи тапхăрĕ иртрĕ.

7 Нарăс, 2019

Чăваш улăпĕсем

Кăçал конференцие 61 вĕ­ренекен хутшăнчĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсене тĕрлĕ тема кăсăклантарчĕ. Хальхи вăхăт­ра роботсемсĕр ĕçлеме пул­таратпăр-и? Чăвашсен улăп-хÿтĕлевçĕсем пур-ши? Чăваш туйĕн йăли-йĕрки еплерех-ши? Активланă кăмрăк çынна мĕнле усă тата сиен кÿрет?

7 Нарăс, 2019

Тĕллевлĕ ачана çитĕнÿ те алă парать

Ача садĕнче кăнтăр вăхăтĕнче çывăрма юратманран вăл амăшне ялан шкула каяс килет тенĕ. Парта хушшине ларсан [хăй аса илнĕ тăрăх 2-мĕш класра] çывăх çынни пĕррехинче унăн альбом-тетрадĕнче «Садике таврăнас килет», — тесе çырнине асăрханă.

январь 31st

31 Кăрлач, 2019

Пĕччен те юрлать, ушкăнпа та…

Пĕтĕм Раççейри «Прояви себя» тата «Пятый элемент» пултарулăх фестиваль-конкурсĕсен дипломанчĕ, район шайĕнчи «Лейся, песня» конкурс çĕнтерÿçи Елена Евдокимова Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри 1-мĕш шкулта ăс пухать.

31 Кăрлач, 2019

Çамрăк тĕпчевçĕ

П.М.Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулĕнче вĕренекен Олег Федоров тăван шкулне çĕнтерÿпе савăнтарнă. Вăл Ĕпхÿре наукăпа практика конференцине хутшăнса «Тăван чĕлхесем» номинацире малти вырăна тухнă.

январь 24th

24 Кăрлач, 2019

«Микрофонпа торт ман валли-и?»

«Ĕмĕте пурнăçлас тесен нихăçан та алă усмалла мар», — тет 11 çулти Арина Селенина. Чиперкке Патăрьел районĕнчи Патăрьелти 2-мĕш шкулта 5-мĕш класра ăс пухать. Пысăк ĕмĕтлĕ хĕрача вăл. Кĕнеке тата юрă çырма шут тытнă Арина пуласлăхра. Пултаруллăскер ĕмĕчĕ патне çирĕппĕн утасса шанатăп.

24 Кăрлач, 2019

Шприцран линейка тума пулать-и?

Патăрьел районĕнчи Треньелте пурăнакан Василий Юманов физикăпа кăсăкланать. Арçын ача Патăрьелти 1-мĕш шкулта 7-мĕш класра ăс пухать. Вăл районти физика олимпиадинче çĕнтернĕ. Çак эрнере Шупашкарта иртекен республикăри 1-мĕш тата 2-мĕш тапхăрсене хутшăннă Вася.

Pages