- Чăвашла верси
- Русская версия
Шашка сахал калаçнине, тĕплĕ шухăшланине юратать
Çак кунсенче Мăн Вылă пĕлÿ çуртĕнче пултăм, хастар ачасемпе тĕл пулса калаçрăм.
Шашка тесенех куç умне атте çак вăййа хăнăхтарни тухать. «Лайăх шухăшла», — тетчĕ вăл. Тĕрĕсех,
шашка-шахмат вăййи шурă-хура тăваткаллă хăма умĕнче чавсалансах пуç ватакансене юратать. Çакна географи вĕрентекенĕ Геннадий Никандров ертсе пыракан шашка-шахмат кружокне çÿрекенсемпе сăмах хушсан тепĕр хут ĕнентĕм. Кашни сăмаха шухăшласа калаççĕ çамрăк шашкăçăсем. Тĕрĕс, тимлĕх ялан кирлĕ
çак вăййа кăмăлланине шута илсе чылай çул каяллах йĕркеленĕччĕ шашкăна ăса хывас текенсен ушкăнне. Кăçал кружок турăмăр. Эрнере уроксем хыççăн виçĕ кун пуçтарăнатпăр. Ытларах кĕçĕнреххипе вăтам класрисем кăсăкланаççĕ. Çулла районти шкулсен çумĕнчи лагерьсен хушшинче выляса Станислав Филиппов 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, — каласа кăтартрĕ Геннадий Николаевич.
— Эпĕ пиллĕкмĕш класра вĕренетĕп. Шашкăлла выляма аслисене пăхса хамах хăнăхрăм. Ун чухне эпĕ 1-мĕш класраччĕ. Математикăна лайăх чухлакан ача шашкăлла та аван вылять. Ку предмета эпĕ «5»-пе парăнтаратăп. Ăсталăха туптама Геннадий Николаевич та нумай пулăшрĕ. Çавăнпах çулла çĕнтертĕм, савăнăçа малтанах аннепе пайларăм. Хисеп хутне тивĕçни тата хавхалантарать, — хăйĕнпе паллаштарчĕ Стас. Чăнах та, сахал калаçать вăл, нумай шухăшлать. Чăн-чăн шашкăçă пекех. Шкулти çак вăйă ăмăртăвĕнче те ялан парăнтарать вăл тантăшĕсене. Кун пирки вĕрентекенĕсем систерчĕç.
— Мана атте шашкăлла выляма 4 çултах хăнăхтарчĕ. Шкулти ăмăртура 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне — 2-мĕш вырăн, кăçал 3-мĕшне йышăнтăм. Манăн паянхи тĕллев — 1-мĕш вырăна тивĕçесси. Математикăна та юрататăп, биологие лайăх ăса хыватăп. Çавăнпа манăн тухтăр пулас килет, — чунне уçрĕ 5-мĕш класра вĕренекен Наталья Андачкова. Сăлтавĕ — çынсене сыватас тĕллевĕ, вĕсемпе хутшăнас килни. Шĕкĕр «5»-пе вĕренет чиперук. Килте аппăшĕпе, ашшĕпе шашка хăми умне час-часах ларать вăл. Малалла вулас...
Елена ЛУКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас