Комментари хушас

Нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин район администрацийĕн акт залне çак районти шкулсенче ăс пухакан аслă класс вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç. Сцена çине чи хастар та пултаруллă яш-кĕрĕм тухрĕ. Кунта «Старшеклассник года» хула конкурсĕн район шайĕнчи тапхăрĕ иртрĕ. Мероприятие хулари ача-пăча пултарулăхĕн керменĕпе Ленин районĕн «Росток» ача-пăча пултарулăхĕн центрĕ йĕркеленĕ.
6, 9, 12, 17, 19, 20, 36, 37, 47, 49, 57-мĕш шкулсен­­чи 8-11-мĕш классенче вĕренекен 11 каччă хутшăнчĕ пултарулăх конкурсне. Чи ăста, хастар, ăслă яшсем район чысне хула шайĕнче хÿтĕлерĕç. Ăс-хакăл конкурсĕнче хăйсен тавра курăмне тĕрĕслерĕç. Каш­ни яш «Эпĕ — хÿтĕлевçĕ» видеороликре Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама ха­­тĕррипе паллаштарчĕ. Пул­та­рулăх конкурсĕ каччăсен çав­рăнăçулăхне, юрă-ташă ăсталăхне, сцена çинче хăйсене тытма пĕлнине кăтартрĕ.
Кашни вĕренекен тĕрлĕ номинацире çĕнтерчĕ, дипломлă пулчĕ. «Эпĕ — хÿтĕлевçĕ» видеоролик — номинацире Максим Сдвижков /20-мĕш шкул/, Денис Сидельцев /47-мĕш шкул/, Александр Гаврилов /19-мĕш шкул/, ăс-хакăл конкурсĕнче — Александр Гаврилов /19-мĕш шкул/, Вадим Антонов /36-мĕш шкул/, Дмитрий Васильев /9-мĕш шкул/, Сергей Кальметов /6-мĕш шкул/, сцена çинчи пултарулăхра Антон Краснов /37-мĕш шкул/, Денис Сидельцев /47-мĕш шкул/, Максим Сдвижков /20-мĕш шкул/, Даниил Карзаков /17-мĕш шкул/ палăрчĕç. Маттурсем мероприятие ирттерме пулăшнă спонсорсен парнисене тивĕçрĕç — хулари пĕр çĕвĕ фабрикин тумтирне туянмашкăн, автошкулта вĕренмешкĕн сертификатлă пулчĕç.
Унсăр пуçне кашни каччă талантне кура хисеплĕ тĕрлĕ ята тивĕçрĕ: «Спортпа туслă каччă», «Стильлĕ каччă», «Туслăха хаклакан каччă»… Жюри уйрăмах ырăпа палăртса хăварнă «Илĕртÿллĕ каччă» Вадим Антонов пулса тăчĕ. Чăнах та, ырă куллипе зала илем кÿрсе ăшăлăх парнелекен каччă ыттисемшĕн тĕслĕх пулчĕ.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе ки­лĕшÿллĕн, 1-мĕш вырăна — 47-мĕш шкулти Денис Сидельцев, 2-мĕшне — 37-мĕшĕнчи Антон Красновпа 20-мĕшĕнчи Максим Сдвижков, 3-мĕш вырăна 19-мĕш шкулти Александр Гаврилов тухрĕç. Вĕсем хула шайĕнчи конкурсра ытти тантăшĕпе тупăшĕç.
Палăртса хăварас килет: çи­­­тĕнекен ăрăвăн пултарулă­хĕ савăнтарать. Каччăсем, чăнах­ та, пĕри тепринчен маттуртарах. Паянхи саманари яш-кĕрĕм чăваш ташшине чаплă ташланине курса тĕлĕнтĕм. 36-мĕш шкулти Вадим Антонов сцена çине акăш пек ярăнса тухнă хĕр-тантăшĕсемпе çулсем хушши упраннă ташша чуна тыткăнламалла кăтартрĕ. 47-мĕшĕнчи Денис Сидельцевăн пултарулăхĕ анлă, çавăнпах вăл жюрие кăсăклантарчĕ. Сцена çинче Денис темиçе минутрах тĕрлĕ артист рольне калăпларĕ, унтах Майкл Джексон та пулса тăчĕ. 17-мĕш шкулта вĕренекен Даниил Карзаков çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи пуласси куç кĕрет. Ушкăнĕпе пултарулăхне кăтартнă чухне вăр-варскерĕн ури çĕре перĕнмерĕ пекех, вĕçсе çÿрет тейĕн.
Мероприяти залра ларакансене — ашшĕ-амăшне, юлташĕсене, жюрие, пухăннă ытти хăнана — тулли кăмăл парнелерĕ.
Елена ЛУКИНА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.