Пĕччен те юрлать, ушкăнпа та…

31 Кăрлач, 2019

Пĕтĕм Раççейри «Прояви себя» тата «Пятый элемент» пултарулăх фестиваль-конкурсĕсен дипломанчĕ, район шайĕнчи «Лейся, песня» конкурс çĕнтерÿçи Елена Евдокимова Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри 1-мĕш шкулта ăс пухать. Юрлама тата ташлама юратаканскер пуласлăхне юрă-кĕвĕсĕр курмасть.

Пĕр пин саслă хор йышĕнче

Эстрада вокалне маттур хĕрача Кÿкеçри ÿнер шкулĕнче 4 çул вĕренсе алла илнĕ. Çитĕнÿсем тума уçă та илемлĕ сасă кăна мар, тăрăшулăх кирлине лайăх пĕлет вăл. Елена Александровна тата Дарья Евгеньевна вĕрентекенсем ăс панипех вăр-варскер хăйне сцена çинче тытас, куракансене кăмăла каймалла юрлас, хускану-сем тăвас ăсталăха алла илнĕ. Хор, вокал, сольфеджио, фортепиано урокĕсене сиктермесĕр çÿрени те хăйĕн çимĕçне илсе килнех: Лена Раççей шайĕнчи конкурссенче палăрнă.

Хĕрача вокал класне вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен документа алла илнĕ пулсан та ÿнер шкулĕнчен уйрăлман-ха, музыка литературин урокĕсенче пĕлĕве тарăнлатать, хорта юрлать. Астăватăр-и, пĕлтĕр Республика кунĕнче 1 пин ачаран тăракан Ача-пăча хорĕ Шупашкар çыннисемпе хăнасене юррисемпе савăнтарчĕ. Вĕсен йышĕнче Лена та пулнă.

Шанăç пур

Маттур хĕрача ÿнер шкулĕн хореографи уйрăмне ташлама та çÿрет. Эстрада ташшисемпе тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ шкул ачисем. Нумаях пулмасть иртнĕ Ырăлăх эрнинче хăйсен пултарулăхĕпе ача сачĕсене çÿрекенсене, интернетра пĕлÿ илекенсене савăнтарнă.
— Кĕлетке пиçĕлĕхне аталантарма «колесо», «шпагат», «канат», «мостик» хăнăхтарусенепурнăçлама тивет. Ку вара пачах та çăмăл мар. Ыраттарнăран йĕнине те астăватăп, — пытармасăр калаçать чиперук. — Кăçал эпир, темиçе хĕрача, хореографи уйрăмне вĕренсе пĕтеретпĕр. Çавна май пирĕн ташă шухăшласа кăлармалла. Эпĕ те унта хамран тĕрлĕ хускану кĕртрĕм. Ташă çемми çав тери хăвăрт, хусканусене те вăр-вар пурнăçламалла. Лайăх ташă хатĕрлеме çăмăлах мар, анчах та эпир тăрăшатпăр.
Ленăн мăнаçлăхĕ — килте упранакан кубокĕсемпе медалĕсем. Вĕсем ытларах та пулма пултарнă: хăш-пĕр конкурсран дипломпа таврăннă. Çитес эрнере район шайĕнче «Лейся, песня» пултарулăх конкурсĕ иртмелле. Маттур хĕрача унта хутшăнма хатĕрленет, репетицисене çÿрет. Пĕлтĕр вăл хăй ÿсĕмĕнчисен йышĕнче лайăхкăтартупа палăрнă, кăçал та шанăç пурах.
— Вĕренĕве валли вăхăт юлать-и? — кăсăклантăм эпĕ.
— Малтанах ĕлкĕрейместĕмччĕ, — хаш сывласа илчĕ Лена. — 1-мĕш класра аннепе пĕрле каçхи 10 сехетченех урок тăваттăмăр. 3-мĕш класра килти ĕçсене хам тĕллĕн пурнăçлама тытăнтăм. Хăш чухне кăна аннерен пулăшу ыйтатăп. Ку чĕрĕкре «5» тата «4» паллăсем пĕрешкел. Манăн шухăшпа, япăхах мар. Хам ума тĕллев лартрăм: акăлчан чĕлхипе туртăнмалла. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЕВДОКИМОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.