Чăваш улăпĕсем

7 Нарăс, 2019

Кăçал конференцие 61 вĕ­ренекен хутшăнчĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсене тĕрлĕ тема кăсăклантарчĕ. Хальхи вăхăт­ра роботсемсĕр ĕçлеме пул­таратпăр-и? Чăвашсен улăп-хÿтĕлевçĕсем пур-ши? Чăваш туйĕн йăли-йĕрки еплерех-ши? Активланă кăмрăк çынна мĕнле усă тата сиен кÿрет? Хăшĕнпе усă курмалла: шуррипе е хурипе? Хĕвел батарейисем еплерех вĕсем? Пурне те асăнса пĕтереес çук.
2-мĕш класра вĕренекен Александр Иванкин хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕ чылайăшне кăсăклантарчĕ. Вăл чăваш çĕрĕн улăпĕсем çинчен çырнă.
Саша çакна пĕлтерчĕ: «Эп­ир пурте Раççейре туслă пурăнатпăр. Ман шухăшпа, чылайăшĕ ачаранпах вырăс улăпĕсене пĕлет. Виктор Васнецов ÿкерчĕкĕнче эпир Илья Муромец, Алеша Попович тата Добрыня Никитич улăпсене куратпăр. Чăвашсен улăпĕсем пур-ши? Çак ыйтăва эпĕ пĕрле вĕренекенсене, юлташсене патăм. 122-мĕш ача садĕнче «Çăлтăрсем» тата «Хĕ­вел çаврăнăш» ушкăнсенче пултăм. Ыйтусене 103 ача хуравларĕ. Шел те, ыйтнă ачасен 13 проценчĕ çеç чăваш улăпĕсем çинчен пĕлет.
Чăваш халăхĕн те улăпсем пур. Чăваш юмах-ха­ла­пĕнче эпĕ 20-ĕшне тупрăм. Чи паллăраххисем: Улăп, Аса­мат, Юман, Чемен, Атăл тата ыттисем те. Çывăхрах паллашар-ха вĕсемпе.
Улăп-паттăр – чи вăйли. Кăнтăрти Армазей тăвĕсенчен Улăп-паттăр анать. Ăна пирĕн çĕр çине ырă ĕçсем тума Аслати Турă янă. Пысăк юхан шыв урлă Улăп çăмăллăнах каçнă. Çÿллĕ хырсем те ăна пилĕк таран çеç пулнă. Вăл сăнăпа лайăх пенĕ. Унăн пысăк кĕтÿ пулнă. Улăп çăпатине хывса силленĕ тăпраран Улăп тăприсем пулнă. Ăрăвне 3 ывăлĕ тăснă. Улăп – чăваш халăхне хÿтĕлекенĕ, çавăнпа та чăваш çĕрне «Улăп çĕрĕ» теççĕ.
Асамат-паттăр – тимĕрçĕ. Вăл çичĕ кун хушшинче Улăп валли çичĕ тĕслĕ кĕпер тунă. Çапла майпа унăн кĕтĕвне сыхласа хăварма пултарнă. Халь çак кĕпере çумăр хыççăн курма пулать. Ăна чăвашсем Асамат кĕперĕ теççĕ.
Юман-паттăр – юман хуппинчен пулса кайнă. Вăл çĕре Аçтаха çĕленрен тасатнă тата Ука пикене хăтарнă. Вилнĕ хыççăн юман пулса вăрмана çилрен хÿтĕленĕ.
Чемен-паттăр – хуралçă. Вăл шурă лашапа çÿренĕ, чăваш çĕрĕн чиккисене тăшмансенчен хÿтĕленĕ. Чемен-паттăртан тăшмансем хăранă.
Атăл-паттăр – çулпуç. Вăл чăваш халăхне тăшмансенчен хÿтĕленĕ. Юлашки çапăçура унăн щитне çар çыннисем 7 хут улăштарнă. 8-мĕш хутĕнче сăнă унăн чĕрине лекнĕ. Чăвашсем чи пысăк юхан шыва хăйсен çулпуçĕн ятне панă – Атăл.
Улăпсем вăйлă пулнă. Вĕ­сем тăван çĕршыва сыхланă. Улăпсене халь те астăваççĕ. Вĕсен ячĕпе палăксем лар­таç­çĕ. Патăрьел районĕн гербĕпе ялавĕ çине Улăп-паттăра ÿкернĕ».
Хальхи вăхăтра та çынсене Улăп евĕр хÿтĕлекен паттăрсем пур. Вĕсен шутне полици, пушар хуралĕн ĕçченĕсем, çăлавçăсем кĕреççĕ.
Тĕпчев ĕçĕ çырма пире Г.А.Матвеева çырнă «Чăваш юмах-халапĕсем» кĕнеке пулăшрĕ. Чăваш улăпĕсем çинчен вуласа пĕлме кăмăл тăвакансене çак кĕнекепе паллашма сĕнетпĕр.

Светлана КЕДРОВА, Роза ОСИПОВА.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.