Archive - Çĕртме 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

июня 18th

18 Çĕртме, 2015

Кевер куçлă ылтăн çĕрре каялла илнĕ

Аньăпа Леша пĕр-пĕрин валлиех çуралнă тейĕн. Питĕ чипер мăшăр. Икĕ çул вĕсем савнисем пек çÿрерĕç. Аня - питĕ çепĕç те илĕртÿллĕ пике, Леша - тĕреклĕ, илемлĕ, типтерлĕ йĕкĕт, яланах хитре костюмпа çÿрет. Савнине савăнтарас тесе мĕн кăна шухăшласа кăлармарĕ-ши вăл? Ку енчен Леша, чăнах та, питĕ ăста çав.

18 Çĕртме, 2015

“Тымарсăр йывăç хăрать”

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий КЛЕМЕНТЬЕВ юрăç пирки манăн: «Тĕплĕ чăваш. Ĕçчен чăваш. Пурăнасчĕ-ха тесех çĕр пичĕ çийĕн çирĕп утăмсемпе малалла ăнтăлакан хамăр çын», - теессĕм килет.

18 Çĕртме, 2015

Алăсем юрланă чух...

Дарья Большакова ытти çамрăкран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть: хăйĕн кăмăлне кайнă специальноçа алла илет, вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. Даша кăшт япăх илтет çеç. Шкул çулĕсенче вăл алăсемпе вылятса юрă шăрантарма вĕреннĕ. Унтанпа пикен пухмачне тĕрлĕ конкурса хутшăнса тивĕçнĕ хисеп хучĕсем пуянлатнă.

18 Çĕртме, 2015

Гитлер эшкерĕн штабне аркатнă паттăра халалласа

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа пирĕн вулавăшра та мероприятисем иртрĕç. Эпир вулакансене хамăр ялта çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Василий Дмитриевич Харитонов çинчен каласа кăтартрăмăр.

18 Çĕртме, 2015

“Йывăрпа пуç ыратса, куç хуралса килетчĕ”

Тăван çĕршыва фашистсем вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ кун Вăрнар районĕнчи Санарпуç хĕрĕ, 17-ри Елюк, пĕтĕм халăхпа пĕрле Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çул сарнă. Ирхине бригадир килнĕ те çапла каланă: «Вăрçă пуçланчĕ, пирĕн, арçынсен, халех каймалла. Эсир ĕçе вĕçлесе таврăнатăр», - тенĕ. 10 кун иртнĕ. Çанталăкĕ те халăхпа пĕрле хурланнă тейĕн, шăматкунпа вырсарникун пĕр чарăнми çумăр çунă. Хĕрсемпе хĕрарăмсем ун витĕрех хăйăр турттарса çул сарса пĕтернĕ. Кайран çумăр айĕнчех урапа çине тиенсе килелле çул тытнă.

июня 11th

11 Çĕртме, 2015

Çăм Ваççи тарăхтарнипе...

Каçарăр та, сирĕн пата каллех эпĕ çыратăп. Вулакансене кăна мар, редактора та тарăхтарса çитертĕм пулĕ. Чунран ыйтатăп: ан ятлăр мана. Ку ват супнă ăсран тайăлнă пулĕ тесе шухăшлатăр ĕнтĕ.

11 Çĕртме, 2015

Ĕç шыраса пуçлăх капкăнне çаклантăм

Лайăх ĕçе вырнаçмашкăн халĕ те çăмăлах мар, 15-20 çул каялла пушшех те йывăрччĕ. Уйрăмах эпир, ял çыннисем, ниçта кайса пуçа чикейместĕмĕр. Предприятисем хупăнатчĕç, шалу тÿлеместчĕç.

11 Çĕртме, 2015

“Уксах лашапа тăрса юлтăмăр”

 Шел те, 80 çултан каçнă ватăсен ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те пулман, вĕсем урам варринчи ешĕл курăк çинче те чун каниччен выляйман, савнийĕсемпе те çĕрĕ-çĕрĕпе çăлтăр шутласа яш ĕмĕрпе киленсе йăпанайман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕсене аслисен йышне вăхăтсăр кĕртнĕ.

Pages