Комментари хушас

11 Çĕртме, 2015

“Вилсен те пĕр тупăкра выртасчĕ”

«Эпир пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр, яланах пĕрле. Урамра çÿренĕ чухне машина çапса каяс пулсан та харăсах вилесчĕ. Пĕр тупăка пытараççĕ-и, çук-и - никамăн та нушаланмалла ан пултăр». Света калани чуна пырса тиврĕ. Ку сăмахсем унăн упăшки Сергей çинчен. Инвалид кÿми çинче трон çинчи пек ларса пыракан арăмне вĕçĕмех уçăлма илсе тухать вăл. Ăна кунĕпех алă çинче çĕклесе çÿрет темелле: кÿме çине лартать, антарать... Тĕлĕнмелле çак мăшăр хăйсен юратăвне Кÿкеçри ваттисен çуртĕнче тупнă. Хăйсем каланă тăрăх, вĕсем тăванĕсене кирлĕ пулман. Пĕр-пĕрин пурнăçне илем кÿме, йывăрлăхсене парăнтарма тĕл пулнă, ахăртнех, çак икĕ чун.

Аппăшĕ сусăр йăмăкне ăмсаннă

«Сывă хĕрарăмсемех арçын ăшшине туймаççĕ. Эпĕ урасăр пулсан та хамран çичĕ çул кĕçĕнрех упăшкана юрăхлă пултăм. Ăна Турăран ыйтса илтĕм», - çапларах пуçланчĕ пирĕн калаçу.

Света Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕшре кун çути курнă. Вăл йĕркеллех çуралнă. Кăкăр ачи чухне амăшĕ ăна çÿхе çивиттипе чĕркесе клуба илсе тухнă. Кинофильм пăхнă вăхăтра ванчăк чÿречерен пепкене сивĕ лекнĕ. Тепĕр кунхинех ача чирлесе ÿкнĕ. Фельдшер антибиотикпа укол тунă. Анчах кун хыççăн тĕпренчĕкĕн сывлăхĕ пушшех те япăхланнă, хăснă, варвиттие ернĕ. Унччен кулакан, тăрăс-тăрăс сикекен пепкен алли-ури ĕçлеме пăрахнă, кĕлетки мунчалана çаврăннă. Кÿршисем каланă тăрăх, Света тăма та, калаçма та пултарайман, макăрнă кăна. Ашшĕ-амăшĕ ăна больница-санаторие вĕçĕмех илсе кайнă, анчах ачана ура çине тăратайман. Çапла вăл ĕмĕрлĕхе сусăр юлнă. Пĕлĕшĕсем хĕрхеннипе ачипе амăшне Анапăна каймашкăн путевка тупса панă. Унта 1-2 çул пурăннă хыççăн протез тăхăнса тытăнкаласа утма вĕреннĕ хĕр пĕрчи. Анчах киле таврăнсан нумаях та çÿреймен - кĕлетки ÿснĕ май протез хĕсме тытăннă. Ăна пысăклатма каймашкăн аслисен вăхăт тупăнман темшĕн. Светăн ашшĕ - шкул директорĕнче, амăшĕ кĕçĕн классен учителĕнче ĕçленĕ. Хĕрачана вĕсем килтех вулама-çырма вĕрентнĕ.

Света мĕн ыйтнине пенси укçийĕпе йăлтах туянса панă. Ашшĕ ăна уйрăмах иртĕхтернĕ, хĕрĕ 16-ра пирус туртма тытăнсан та чарман. Аппăшĕ çакăншăн йăмăкне питĕ кĕвĕçнĕ, темтепĕр каласа макăртнă, хĕненĕ.

70-тен иртсен ашшĕ-амăшĕ Светăна пăхайми пулнă. Хĕрĕх урлă каçнă хĕр интерната вырнаçтарма ыйтса тĕрлĕ инстанцие çыру шăрçалама тытăннă.

Тăван килтен тухса каяс умĕнхи каç Света Турра чунран кĕлтунă: вăл хăйĕнчен çамрăкрах мăшăр ыйтнă. Пуйăс айне сиксе вилнĕ шăллĕн сăнÿкерчĕкĕ те Светăн кравачĕ тĕлĕнчех çакăнса тăнă. Шăллĕне те вăл хĕрарăм телейне тупмашкăн пулăшма тархасланă. «Упăшка аслăрах пулсан маларах ватăлса вилĕ те кайран хуйхăрса пурăнма тивĕ. Турри мана илтрĕ пулмалла. Кунта килсенех шăллăм ячĕллĕ каччă тупса пачĕ», - тет Света.

Йытă ÿплинче çĕр каçнă

Вăрнар районĕнчи Шинер Ишекре çуралса ÿснĕ Сергей Григорьев та интерната çăмăл пурнăçран лекмен. Вăл пĕчĕк чухне амăшĕ усал шыççа пула çут тĕнчерен уйрăлнă. Ашшĕ тепĕр хĕрарăмпа явăçса кайнă та, лешĕ унăн пуçне йăлтах çавăрса илнĕ. Амаçури амăшĕ Çеруша çав тери юратман. Ăна килтен хăваласа янă, пушăпа хĕненĕ... Çакса вĕлерме те тăнă, анчах арçын ача темле майпа вĕçерĕнсе тарнă. Çеруш йытă ÿплинче, витере сахал мар çĕр каçнă. Çынсем çăла /унпа ĕлĕк çулла холодильник вырăнне усă курнă/ апат пырса хурасса кĕтнĕ, çавăнтан тăранса пурăннă вăл. Хĕлле арçын ача кÿршисем патĕнче çывăрнă. Ашшĕ те кайран усал çав хĕрарăма пулах тĕп пулнă.

1985 çултанпа Сергей Кÿкеçри ваттисен çурчĕн сысна ферминче ĕçлесе пурăнма тытăннă. Иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулсан та вăл ĕçрен пăрăнман. Кăмăлĕпе лăпкăскер, хушнине пурнăçлама хăнăхнăскер çынпа вăрçăнса курман.

 

Чи телейлĕ кун

2001 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕ - Светăшăн та, Çерушшăн та пурнăçра асра юлнă кун. Шăпах ун чухне тĕл пулнă та халĕ те пĕрле вĕсем.

«Акă сан валли ятарласа хĕр илсе килтĕмĕр. Лайăх пăх ăна», - тенĕ интернат ĕçченĕсем йĕкĕте хĕрпе паллаштарнă май. Илемлĕ сăн-питлĕ Светăна Çеруш тÿрех куç хывнă. Хывăнса тăхăнма, кÿме çине ларма пулăшнă. Кайран мунча та пĕрлех кĕнĕ... Пĕр пÿлĕмре упăшкипе арăмĕ пек пурăнма тытăннă.

2007 çулта мăшăр хут уйăрттарма шухăшланă. «Ăс-тăн енчен аталансах çитейменнисене çы¬рăн¬тармаççĕ, ан та шутлăр», - касса татнă ваттисен çурчĕн ертÿçи. Светăпа Сергей пĕрех парăнман, вĕсем ЗАГС ĕçченĕсемпе кайсах калаçнă. «Аçăр-аннĕр хирĕç мар тăк çырăнтаратпăр» тесе заявлени йышăнса юлнă. Официаллă церемони çитессе юратакан икĕ чĕре чăтăмсăр кĕтнĕ. Майăн 25-мĕшĕнче ир-ирех, пуçлăх ĕçе киличчен, интернатран тухса кайнă вĕсем. Хуçаран шикленнипех туй кĕпи илсе хатĕрлеймен. Урамра 2-3 сехет çÿренĕ хыççăн Светăпа Çеруша ЗАГСа чĕнсе кĕртнĕ. Унтан вĕсем упăшкипе арăмĕ пулса тухнă.

«Света пек лайăх арăм туянасса тĕлленмен те. Çыхма та пĕлет... Пукане вĕт вăл манăн», - мăшăрĕ çине пăхса тăранаймасть Сергей. Арăмĕн кăмăлне йăлтах тивĕçтерме тăрăшать арçын. Сивĕ сăмах каламасть. Светăн кашни пÿрнинчех - ылтăн çĕрĕ. Çапла, пур хĕрарăм пекех вăл, чиперленме, капăр япала туянма юратать.

«Илетпĕр-и, Сереж?» - ыйтатăп та «Туян ара, укçу хăвăн-иç», - тет мана упăшка. Мĕн илес тенине нихăçан та чармасть», - палăртать телейлĕ хĕрарăм. Çÿçне модăпа килĕшÿллĕн кастарать. Хăйне пăхнăран, куçĕнче юрату çиçнĕрен вăл хăй ÿсĕмĕнчен чылай çамрăк курăнать. Сумка - унăн чун киленĕçĕ, кăмăла кайнине курсан илеймесĕр тÿсеймест вăл. Çавăнпа унăн гардеробĕ çак япаларан пуян. Паллах, упăшкине те тумлантарать Светлана. Арçын çинче патшалăхăн пĕр япали те çук-мĕн. Ваттисен çуртĕнчи «йăвинчи» спутник антеннăллă телевизора та, холодильнике те, сĕтел-пукана та йăлтах хăйсем туяннă. Григорьевсем харпăр хăйсен кĕтесĕнче пурăнма ĕмĕтленеççĕ.

Кÿкеçре Светăпа Сергей çитмен вырăн юлман ĕнтĕ. Уй-хирĕ, вăрманĕ... кун каçипе таçта та çитеççĕ. Шупашкара тухса çÿреме те кăмăллаççĕ. Такси чĕнеççĕ те, кÿмене багажнике хураççĕ те - вĕçтереççĕ. Суту-илÿ центрĕнче илемлĕ япаласем пăхса çÿреме кăмăллаççĕ.

Света упăшкине сысна ферминче ĕçлеттересшĕн мар, хĕрхенет. Унта 30 çул пилĕк авнăскерĕн çурăмĕ, ури ыратаççĕ. «Ĕç терапийĕ тесе хистеççĕ. Мана тĕксе çÿрени те терапипе танах. 3 пин тенке яхăн шалăвĕ мар, хăй юнашар пулни пахарах», - Сережăшăн пăшăрханса калаçрĕ хĕрарăм.

Светăпа Сергей пек юратма пĕлетпĕр-и эпир? Мĕншĕн хăш-пĕр арçын пире, хĕрарăмсене, сывă, хамăр урапа утса çÿрекенскерсене, ним вырăнне те хумасть, ылтăн çĕрĕ вара туй кунĕнче кăна тăхăнтартать? Ку тĕлĕшпе Света тем чуль телейлĕрех те пулĕ...

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.