Кевер куçлă ылтăн çĕрре каялла илнĕ

18 Çĕртме, 2015

Аньăпа Леша пĕр-пĕрин валлиех çуралнă тейĕн. Питĕ чипер мăшăр. Икĕ çул вĕсем савнисем пек çÿрерĕç. Аня - питĕ çепĕç те илĕртÿллĕ пике, Леша - тĕреклĕ, илемлĕ, типтерлĕ йĕкĕт, яланах хитре костюмпа çÿрет. Савнине савăнтарас тесе мĕн кăна шухăшласа кăлармарĕ-ши вăл? Ку енчен Леша, чăнах та, питĕ ăста çав.

Университетран вĕренсе тухсан Аня аптекăна ĕçлеме вырнаçрĕ. Леша вара ĕç хыççăн тÿрех хăйĕн çăмăл машинипе ăна кĕтсе илме васкарĕ. Çула май чечек сутакан лавккана кĕрсе хĕр юратакан шурă кĕлчечексене туянчĕ. Леша Аньăна аптека умĕнче кĕтсе илчĕ. Аня ун çине пăхса йăл кулчĕ. Яша пит çăмартинчен чуптурĕ. Çамрăк мăшăрăн куçĕсем телейпе çиçрĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.