“Тымарсăр йывăç хăрать”

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий КЛЕМЕНТЬЕВ юрăç пирки манăн: «Тĕплĕ чăваш. Ĕçчен чăваш. Пурăнасчĕ-ха тесех çĕр пичĕ çийĕн çирĕп утăмсемпе малалла ăнтăлакан хамăр çын», - теессĕм килет. Çулталăк çурă каялла ăна Чăваш наци конгресĕн Аслă пухăвĕнче хастар чăвашсем пĕрремĕш вице-президентăн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма шанчĕç. Тăрăшулăхне кура ĕçтăвком председателĕн тилхепине те тыттарчĕç. Мĕнлерех çын-ши вăл - сцена çинче чĕрĕ сасăпа çеç юрлакан Валерий Клементьев? Еплерех тĕллевсемпе пурăнать? Юратура телейлĕ-ши? Тăван халăх шăпине еплерех курать-ши? Хăйĕн сывлăхне шеллемесĕр, чылай чухне тутлă ыйхă тутине манса аякра пурăнакан йăхташсемпе пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвасчĕ тесе руль умне ларса инçе çула тухма ÿркенмен чăваш патне хальхинче хам тухса утрăм. Шупашкар хулин чи илемлĕ тăрăхĕнче вырнаçнă Халăх çурчĕ тасалăхпа кĕтсе илчĕ. Юсав ĕçĕсем тунă хыççăн илемленнĕ хăтлă пÿлĕмре калаçу чÿречесенчен сĕм каç курăничченех тăсăлчĕ. Кунçулĕнчи никама каласа кăтартман саманчĕсемпе пайлашнăшăн Валерăна тав турăм та хула урамĕпе тÿлек çанталăкпа савăнса шухăша путса утрăм.

- «Тымарсăр йывăç хăрать» тенĕн инçетре, Саратов тăрăхĕнче, чылайччен çухалса çÿренĕ хыççăн тăван çĕршыва таврăнтăн. Мĕн хистерĕ сана çапла тума?

- Кунçулăма мĕн пĕчĕкренех Етĕрне районĕнчи тăван ялăмпа Пупăлькассипе çыхăнтартăм. Хучаш шкулне пĕтернĕ хыççăн ялтах тĕпленме май пурччĕ. Етĕрнере водителе вĕрентĕм. Хĕсметре тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма тăрăшрăм. Германири Бург хулинче икĕ çул салтак пăтти çирĕм. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн Саратоври Л.Собинов ячĕллĕ консерваторире чăн ăста пулма вĕрентĕм. Унтан музыка пĕлĕвне аспирантурăра тарăнлатрăм. «Аншлаг-94» фирмăра концертсем йĕркелес енĕпе вăй хутăм, çав вăхăтра Раççейĕн паллă çăлтăрĕсемпе, вĕсен шутĕнче Филипп Киркоровпа та, туслашрăм. Унти чăвашсем автономи пуçлăхне суйларĕç. Балаково хулинчи центра Саратова куçартăм. Чăвашлăх вучахне чĕртрĕм, хамăр культурăна, йăла-йĕркене, чĕлхене упраса хăварас ĕçе кÿлĕнтĕм. Чăвашран юрăçсем чĕнсе концертсем йĕркелерĕм. Чун вара яланах Чăваш Енреччĕ. Ун чухнех куçса килме шухăшланăччĕ, Совет Союзĕ арканни плансене пăтраштарчĕ.

 

Альбина Юрату

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.