Комментари хушас

18 Çĕртме, 2015

Алăсем юрланă чух...

Дарья Большакова ытти çамрăкран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть: хăйĕн кăмăлне кайнă специальноçа алла илет, вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. Даша кăшт япăх илтет çеç. Шкул çулĕсенче вăл алăсемпе вылятса юрă шăрантарма вĕреннĕ. Унтанпа пикен пухмачне тĕрлĕ конкурса хутшăнса тивĕçнĕ хисеп хучĕсем пуянлатнă.

Ун чухне Даша 2 çулта пулнă. Мăнукĕ илтменнине пĕррехинче асламăшĕ асăрханă. Унччех веçех лайăх пулнă-ха, пĕчĕкскер аслисем каланине яланах илтнĕ. Çывăх çыннисем ăна тухтăр патне илсе кайнă. Шурă халатлисем çакна ача час-часах чирленĕрен антибиотиксемпе сипленипе сăлтавланă. Дарьйăна çуратма амăшне те йывăр килнĕ. Тен, ку та япăх илтнин сăлтавĕ? Пĕррехинче асламăшĕ Дашăна музыка шкулĕнче ĕçлекен юлташĕ патне çавăтса кайнă. Педагог пĕчĕкскере пианино калама ыйтнă, анчах асламăшĕ мăнукĕ илтменнине пĕлтернĕ. Музыка вĕрентекенĕ инструмент умне ларсан Даша ун хыççăн клавишăсене пусма тытăннă. Асламăшĕн юлташĕ пĕчĕкскертен: "Эсĕ кĕвве илтетĕн-и?" - тесе ыйтнă. Хĕрача вĕрентекен хăш клавишăсене пуснине пăхса тăнă, кĕвве те илтнĕ. Вăл педагог хыççăн нотăсене калама пуçланă. Асламăшĕ çакна курсан питĕ тĕлĕннĕ. Даша хăй те тĕлĕнмен мар.

Дарья Шупашкарти ятарлă коррекци шкулне çул такăрлатма тытăннă. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне унти учитель ăна пĕр хĕрача вырăнне алăсемпе вылятса юрă шăрантаракансен конкурсне хутшăнма ыйтнă. Даша икĕ кунрах çак чĕлхене вĕреннĕ. Унпа музыка учителĕ те чылай ларнă. Пике каланă тăрăх, малтанах алăсемпе вылятма çăмăл пулман. Вăл вĕрентекен кăтартнине пуçра тытса алăсемпе калаçма тытăннă, репетици хыççăн репетици ирттернĕ. Унăн пĕрремĕш юрри - "Синий иней". Хĕрача сăмахĕсене пĕлнĕ-ха, çапах çакна илтменнисен чĕлхине куçармалла пулнă.

- Юрă шăрантарма питĕ юрататăп. Ун чухне чунăм та пĕрле юрлать. Тепĕр чухне концертсенче пĕрисем кĕвĕ ярсан сăмахсене алăсемпе çеç кăтартнине, теприсем тутана кăна вылятнине асăрхатăп. Паллах, сасăпа юрласа çав вăхăтрах ăна илтменнисен чĕлхине куçарасси питĕ интереслĕ, - каласа кăтартрĕ Дарья.

Даша унашкал чылай концерта, тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Пĕррехинче вăл Самарта иртнĕ илтменнисен конкурсне çитнĕ. Ун чухне Чăваш Енрен кайнă ушкăнпа пĕрле Даша пĕр юрă çеммипе ташланă. Илтменнисен концерчĕсем Шупашкарта та иртеççĕ. Тĕп хулара кашни çулах "Мисс тихая Чувашия" конкурс йĕркелеççĕ. Даша унта пĕрре мар хутшăннă, тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Кăçал вăл Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалланă конкурсра алăпа вылятса пĕрремĕш хут сăвă каланă.

- Питĕ хумханнăран, кăшт такăннăран 2-мĕш вырăн çеç йышăнтăм. Анчах чи кирли - хисеп хутне тивĕçни мар, - палăртрĕ пике. - Эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтра вырăс тата илтменнисен чĕлхисене çеç ăса хывнă. Нумаях пулмасть хам ăс пухакан çĕрте, Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче, иртнĕ мероприятире алăсемпе вылятса пĕр номер кăтартрăм. Эпĕ çак чĕлхене пĕлнинчен питĕ тĕлĕнчĕç, юлташăмсем хăш-пĕр сăмаха вĕрентме ыйтрĕç. Чи çывăх тусăма та алăпа вылятса калаçма хăнăхтаратăп. Хăш-пĕр чухне урамра илтменнисен чĕлхипе пуплекен çынсене куратăп. Паллах, вĕсем мĕн калаçнине ăнланатăп, вĕсемпе сăмахлатăп. Юлашки вăхăтра илтменнисен чĕлхинче те çĕнĕ сăмахсем тупăнчĕç. Вĕсене вĕренме тăрăшатăп.

2-мĕш курс пĕтернĕ Даша хальлĕхе вырăс юррисене çеç шăрантарать. Вăхăт иртсен вара акăлчанлисене те вĕренме тытăнасшăн вăл. Паллах, ку - питĕ кăткăс. Малтанах сăмахсене акăлчанран куçармалла, унтан алăсемпе кăтартмалла. Анчах Даша нихăçан та йывăрлăхран хăраман, ытти çамрăка та тĕллевсене пурнăçа кĕртме сĕнчĕ. "Нихăçан та хамăра вăйсăр çын тесе шухăшламалла мар. Малалла талпăнмалла. Урамра çумăр чашлаттарса çусан та, чунра хĕвел пăхмасан та пуласлăха савăк кăмăлпа тинкермелле", - пурне те ырă сунчĕ Дарья.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.