Archive - 4 Çĕртме, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ
Афганистанри кунсем чĕререн нихăçан та тухмĕç
Руль умĕнче те - хăех
ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ Ирина Лепешкина çуралнă тăрăхрах хăйĕн вырăнне тупма ĕмĕтленнĕ. Ял пурнăçне кăмăллаканскер Муркаш районĕнчи Мулкачкассинче пурăнать.
Килти выльăх халь килех таврăнать
Хаклă вулакансем! Сирĕнтен канаш ыйтса çыратăп. Хамăр ялти якăлти хĕрарăмсемпе тертленсе çитнĕрен алла ручка тытрăм.
Урамра чупакансен хушшинче, тен, санăн та пур?
Ырă кун пултăр пурне те! «Çамрăксен хаçатне» чунран юратнипех хам та алла ручка тытрăм. Алла туя тытрăм пулсан та чун ватăлмасть. Çамрăксен çырăвĕсене вуласан хам вунсаккăрта пулни аса килет. Питĕ шухă каччăччĕ эпĕ. Вăйăра хĕрсен чĕрине аванах çунтараттăм. Купăс калама юрататтăм та - вăрăм çивĕтлĕскерсем ман умра акăш пек ярăнса ташлатчĕç. Темиçе хĕр те килĕшетчĕ. Шел, пĕрне çеç арăм тумалла. Нихăшне те кÿрентерес килместчĕ. Хăюллăраххи пуçа çавăрчĕ те... чутах куç хупса авлантаратчĕ. Чĕрене чи çывăххи вара сарă çÿçлĕ вăтанчăк Наçтаçчĕ.
Хĕрлĕ эрех ĕçмен пулсан...
...Айван пуçăма ниçта кайса чикме аптăранăран çыратăп. Пурнăçри чи пысăк йăнăш çинчен çынпа калаçса чĕрене лăплантарма намăсланатăп. Хаçата çырсан, тен, сĕнÿ паракан тупăнĕ?