- Чăвашла верси
- Русская версия
Иванов çĕршывĕнче янăрать чăваш сăмахĕ, юрри-кĕвви...
Иртнĕ юнкун, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Енрен Пушкăртстана, Константин Иванов çуралнă тăрăха, пысăк йышпа тухса кайрăмăр. Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ çулçÿреве районсенчи пултарулăх ушкăнĕсемпе делегатсем, паллă çыравçăсем, эстрада артисчĕсем, алă ăстисем, чăваш чĕлхипе литература учителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ăсчахсем, ЧНК хастарĕсем, чăвашлăхшăн чунран çунакансем хутшăнчĕç.
Комментари хушас