Комментари хушас

4 Çĕртме, 2015

Афганистанри кунсем чĕререн нихăçан та тухмĕç

Афганистан вăрçи мĕн чухлĕ хуйхă кÿнине нимĕнле тарасапа та виçме çук. Амăшĕсен тăварлă куççулĕпе йĕпеннĕ çĕр нихăçан та типмĕ. Вунă çула тăсăлнă вăрçа Чăваш Енрен пин-пин салтак тухса кайнă. Пĕрисем унтан алăсăр таврăннă, теприсем урине çухатнă. Виççĕмĕшĕсем çапăçура куçне яланлăхах хупнă. Унтанпа вăхăт иртнĕ. Анчах чĕрери суран тăвар сапнă пекех. Çулталăк евĕр тăсăлнă çав кунсене нихăçан та манаймăн.

Ăçта лекессине тÿрех пĕлнĕ

Елчĕкре çуралса ÿснĕ Владимир Игнатьев та ытти çамрăк пекех салтака кайнă. Шăпа ăна Афганистан вăрçине илсе çитернĕ... Владимир Анатольевич 8-мĕш класс хыççăн Шупашкарти строительство техникумне çул тытнă. Унтан ăна Етĕрне районĕнчи «Мир» колхоза ĕçлеме янă. Унта строительте вăй хураканскере 1984 çулхи апрель уйăхĕнче повестка тыттарнă. Ку Елчĕк каччишĕн пысăк тивĕç пулнă. Ун чухне /халĕ те унашкаллисем пур паллах/ йĕкĕтсем салтака кайма талпăннă. Вăрçа илсе кайнине пĕлсен вара каччăсем пушшех мăнаçланнă. Çамрăк чун унти хăрушă кунсене куçпа курса ĕненмен, вăл мĕн иккенне лайăх пĕлмесен те шикленмен. Владимир Игнатьева Елчĕксем чăвашсен йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн сумлă ăсатнă. Халăх туйри пек нумай пухăннă. Алшăлли çакнă Владимир çамрăксемпе ял тăрăх юрласа çаврăннă, кĕрекене ларнă, тепĕр кунхине амăшĕн пилне илсе тăванĕсенчен, ял-йышран икĕ çуллăха уйрăлнă.

Вĕсен призывĕ Афганистан вăрçине лекессине Канашран автобуспа тапрансанах пĕлтернĕ. Никам та хăраса ÿкмен ун чухне. Амăшĕ ывăлĕшĕн çĕрĕпе куç хупмасăр куляннă - çакă çеç канăç паман Елчĕк каччине. Кĕçех вĕсем Узбекистанри Фергана хулине çитнĕ. Çав шутра - 40 чăваш каччине. Салтаксем унта çур çул вĕреннĕ. Унтан, 1984 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче, салтаксене Афганистана илсе çитернĕ. Кабула самолетпа анса ларсан салтаксене уйăрнă. Владимир Игнатьев 103-мĕш сывлăш десанчĕн дивизийĕн 317-мĕш полкне лекнĕ. Пулеметчик пулнă вăл. Унтан вĕсене самолетпа Кандагара илсе кайнă, кайран вертолетпа - Лашкаргах хулине. Елчĕк каччи 317-мĕш полкăн 3-мĕш батальонне лекнĕ.

Лашкаргахра - çеçенхир. Вертолет анса ларсанах салтаксене ăшă хум пырса çапнă. Хĕвел хĕртет, 64 градус шăрăх. Мĕнле чăтмалла кун пек çанталăка? Салтаксем хăнăхнă ĕнтĕ: Узбекистанра та 50 градус шăрăх тăнă. Кун пек çанталăкра ахаль чухне те сывлама йывăр та, мĕнле çапăçмалла душмансемпе?

- Шыва каçхине çеç нумай ĕçме тăрăшаттăмăр. Кăнтăрла çăвар типнине пĕр сыпкăмпа улталаттăмăр. Шыв нумай ĕçсен хамăра йывăр. Лашана та ĕçлеттернĕ хыççăн тÿрех шыв памаççĕ вĕт, - аса илчĕ Владимир Анатольевич.

Чăваш салтакĕ хăй Афганистана лекнине амăшне тÿрех пĕлтермен. Ку хыпара çывăх çыннине каламашкăн вăл тĕплĕн хатĕрленнĕ, çырусенче хăй ăçтине майĕпен систернĕ. Аппăшĕ вара шăллĕ вăрçăра пулнине маларах пĕлнĕ. 1984 çулта Елчĕке усал хыпар çитнĕ. Владимир Игнатьевăн тантăшне, пĕр класра вĕреннĕскере, Афганистанран цинк тупăкпа илсе килнĕ. Кун хыççăн амăшĕн чĕри лăпкă пулайĕ-и? Владимир Анатольевичăн амăшĕ те каçсене куçа йĕркеллĕ хупмасăр ирттернĕ.

 

Вилĕмпе юнашар

Вăрçă нуши-тертне çулталăк çурă тÿсме тивнĕ Владимир Игнатьевăн. Çав вăхăтра вăл Çарти 3 операцие хутшăннă, 13 засадăра пулнă колоннăсемпе 21 хут пынă. «Наливниксене» /çунтармалли-сĕрмелли шĕвек, çар хатĕрĕсем турттаракансене/ те сыхлама тивнĕ. Елчĕк каччи пĕрремĕш çапăçăва паянхи пек астăвать. Ку 1984 çулхи ноябрь уйăхĕнче пулнă. Командир 3 БТР пухса Гиришкине колонна кĕтме янă. Пĕр бронетранспортер ăнсăртран çĕмĕрĕлнĕ. Салтаксен икĕ машинăпа хускалма тивнĕ. Тĕттĕмленме пуçланă, лешсем вара çаплах килеймен. Каялла кайнă чухне Яхчале çитсен засадăна лекнĕ вĕсем. Владимир Игнатьев бронетранспортер çинче çÿлте ларса пынă. Унччен те пулман - душмансем гранатометран пеме тытăннă. Кĕске çапăçу пулса иртнĕ. Салтаксем БТРпа чарăнмасăр пынă. Çапăçу шăплансан чăваш каччи хăй вилĕмрен пĕр утăмра пулнине ăнланнă. Çÿлти десант люкĕнче, Владимир Анатольевич çывăхĕнчех, самаях пысăк шăтăк юлнă. Ун чухне ăна тутине чул ванчăкĕ лекнĕ. Юн чарăнмасăр юхнă, çамрăк салтак малтанах çухалса кайнă. Мĕн пулса иртнине лайăх ăнланман та вăл - пĕрремĕш хут-çке.

Тепрехинче, Кандагар çывăхĕнче, Владимир Анатольевич бронетранспортер çинче, çÿлте, ларса пынă. Унччен те пулмасть, «йывăр машина» мина çине пырса тăрăннă. Вăйлă хум чăваш салтакне аяккалла ывăтнă. Телее, ун чухне никам та вилмен. Контузи çамрăк чухне палăрман. Халĕ, çулсем иртнĕçемĕн, хăлхи начартарах илтме тытăннă. Кандагартах салтаксем «проческăна» кĕнĕ. Кишлака çитсен вĕсене душмансем пеме тытăннă. Хырăмпа шунă чухне Попов хушаматлă вырăсăн çурăм шăммине пуля лекнĕ. 10-15 минутран хайхискерĕн ури утма пăрахнă. Пушкăрт каччи Сергей Толынев ăна сĕтĕрме тытăннă. Анчах ăна хăйне те амантнă. Утайманскере вара Украина салтакĕ Витя Ивашко пулăшнă. Сĕтĕрсен-сĕтĕрсен вăйĕ пĕтнĕ. Ара, бронежилет, кутамкка, автомат тем йывăрăш вĕт. Юрать, ыттисем пулăшу кÿнĕ. Çапла вĕсем çапăçуран тухма пултарнă.

Вăрçă çухатусăр пулмасть. Владимир Игнатьевпа пĕрле унта Çĕнĕ Шупашкар каччи пулнă. Шел те, шăпа ăна каялла таврăнма пÿрмен. Пĕррехинче вăл тепĕр салтакпа уçланкăра утса пынă. Вăрманта пытаннă душмансем вĕсене иккĕшне те вилмеллех аманнă.

- Душмансем ĕмĕрĕпех çапăçаççĕ. Вĕсем пĕчĕкренех хĕç-пăшал тытаççĕ. Афганистана лекнĕ, хальччен вăрçă курман çамрăк салтаксем, вĕсемпе танлаштарсан, мĕн пĕлччĕр? - малалла каласа кăтартрĕ Владимир Анатольевич.

1985 çулхи январь уйăхĕнче, Çĕнĕ çул уявĕ хыççăнах, Пакистан чиккине засадăна кайма тивнĕ. Унта наркотик илсе каякансем пурри пирки разведка систернĕ. Салтаксене вертолетпа Регистан çеçенхире антарса хăварнă. 3 кун пурăнмалăх апат-çимĕç пулнă вĕсен. Виçĕ, тăватă кун иртнĕ... Душмансем курăнман. Каçхине сивĕ, кăнтăрла хĕвел çинче хĕртĕнме те пулать. Пиллĕкмĕш кунхине çеç килнĕ вĕсем. Ун чухнехи çапăçура çухату пулман, душмансене вара тĕппипех аркатнă. Вĕсен пĕр машини мина çине пырса кĕнĕ, теприне çунтарса янă, 3-мĕш машинăна тытса илнĕ.

 

Тĕлĕкре те

курăнать

Владимир Игнатьев лекнĕ взвод саперсемпе пĕрле палаткăра пурăннă. Унта пĕр кравате ятарласа пăхса тăнă, тирпейленĕ, унта берет выртнă. Вăл Совет Союзĕн Геройĕ Николай Чепик выртса тăнă кравать пулнă. Паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнăскере Герой ятне панă. Николай Чепика душмансем çавăрса илнĕ. Тыткăна лекес мар тесе - хăйне сирпĕтнĕ.

Салтаксене киле хистесех çыру çыртарнă. Тăванĕсем, çывăх çыннисем ан пăшăрханччăр тесе каччăсем хăйсен йăлтах йĕркеллине пĕлтерсе çырусем шăрçаланă. Хăйсем патне тăван тăрăхĕнчен хыпар килсен вара салтаксем тем пекех савăннă. Владимир Игнатьев килĕнчен янă çырусене пĕчченлĕхре, лăпкă чухне вуланă. Ун пек чухне чунра ырă туйăм хуçаланнă. Амăшĕ ялта мĕн пулса иртнине çырса кăтартнă. Владимир Анатольевичăн тантăшĕ Афганистанран цинк тупăкпа килнине те вăлах пĕлтернĕ.

Вăхăт вăрах шусан та çулталăк çурă хыçа юлнă. Владимир Игнатьев киле пĕрремĕш йышпа кайнă. Канаша çитсен киле кайман вăл, Шупашкара учета тăма çула тухнă. Амăшне хăй салтакран таврăнасси пирки систермен-ха. Майăн 1-мĕшĕ пулнăран тĕп хулари вокзалта çын хĕвĕшнĕ. Билет туянасси те чĕр нуша. Кассир салтак тумĕллĕ йĕкĕте асăрханă та билет илме пулăшнă. Владимир Игнатьев Елчĕк вокзалĕнчен киле çитиччен унăн амăшне темиçе çын та шăнкăравласа ывăлне курни пирки пĕлтернĕ. Лешĕ вара чÿречерен пăхса Володя таврăнасса кĕтнĕ. Ывăлне курнă-курман ыталама чупнă...

Килте канлĕ пурăнсан та Владимир Игнатьев лăпкă çывăрайман. Специалистсем «Афганистан синдромĕ» ăнлав пуррине палăртаççĕ. Владимир Игнатьев та малтанах тĕлĕкре вăрçăпа аташнă. Тара ÿкнĕскер çĕр варринче вăранса кайнă. Каярахпа хăйне лăплантармалли мел тупнă вăл. Владимир Анатольевич ку тĕлĕк пулнине ăнланса вăранма вĕреннĕ. Килте хăтлă, пăшал сасси кĕрлемест... Пурпĕрех хăйне канлĕ туйман вăл. Вăрçăра ав чирлеме те вăхăт пулман.

- Çулсем иртнĕçемĕн çеç вăрçă мĕн тери хăрушă пулнине, вилĕм юнашар çÿренине ăнланса пыратăп. Çамрăк чухне юн вĕрет-çке. Тăван çĕршыва, çемьене хÿтĕлеме халĕ те хирĕç мар. Анчах такамшăн çапăçма... - пĕтĕмлетрĕ «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ Владимир Игнатьев. Халĕ вăл çемьеллĕ. Мăшăрĕпе Маринăпа Киров облаçĕнчи пĕр колхозра ĕçленĕ чухне паллашнă. Игнатьевсем виçĕ ача ÿстереççĕ. Афганистан вăрçи халĕ тĕлĕкре сайра-хутра кăна тĕлленет. Çапах пуçĕпех асран вăл нихăçан та тухас çук.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.