Комментари хушас

11 Çĕртме, 2015

Ĕç шыраса пуçлăх капкăнне çаклантăм

Лайăх ĕçе вырнаçмашкăн халĕ те çăмăлах мар, 15-20 çул каялла пушшех те йывăрччĕ. Уйрăмах эпир, ял çыннисем, ниçта кайса пуçа чикейместĕмĕр. Предприятисем хупăнатчĕç, шалу тÿлеместчĕç. Юрать, райцентр çывăхнеллех пурăнатпăр, яла кунне темиçе хутчен автобус чупать. Манăн та алла диплом илнĕ хыççăн хуланалла чун туртмарĕ, атте-аннепе пурăнса районта ĕç тупма ĕмĕтлентĕм. Пĕлĕшсем урлă ЖКХ енĕпе ĕçлекен пысăках мар организацие бухгалтер кирлине пĕлтĕм. Хăçан тĕл пуласси пирки пуçлăхпа телефонпа калаçрăмăр. «Мĕн тери кăмăллă арçын», - питĕ çыпăçуллă сăмахланăран çапла пĕтĕмлетрĕм эпĕ. Тепĕр кун ир-ирех предприятие çитсе тăтăм. Çапла чип-чиперех калаçса татăлнăччĕ. Çур сехет маларах та килтĕм, урамра уткаласа çÿресе пуçлăх килессе кĕтрĕм. Саккăр иртрĕ, тăххăр... Хуçа çук та çук. Коридорта тĕпĕртетнине кура офисра ларакансем сăмах хушрĕç. «Василий Петрович командировкăра. Хăçан килесси паллă мар», - терĕç. Ирхи хавхалану сÿнчĕ, килелле тăнкăртаттартăм.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.