Гитлер эшкерĕн штабне аркатнă паттăра халалласа

18 Çĕртме, 2015

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа пирĕн вулавăшра та мероприятисем иртрĕç. Эпир вулакансене хамăр ялта çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Василий Дмитриевич Харитонов çинчен каласа кăтартрăмăр. Пурне те вăрçă çинчен кĕнекесем вулама сĕнтĕмĕр, вĕсем вырăс, чăваш авторĕсен кĕнекисене хаваспах шĕкĕлчерĕç.

Кудрявцевсен çемйи вулавăша 12 томлă «Венок Славы» антологи парнелерĕ. Çак антологие аслă çултисем ытларах вуларĕç. Чăваш çыравçисенчен ытларах А.Артемьевăн, В.Сатайăн, П.Трофимовăн, И.Тенюшевăн, С.Юшковăн, Л.Агаковăн, Илпек Микулайĕн кĕнекисене шĕкĕлчерĕç. Б.Васильева, А.Твардовские, Н.Тихонова, М.Шолохова килĕштерчĕç, чăваш çыравçисенчен Н.Теветкелĕн «Пушă гильза», А.Александровăн «Пĕчĕк партизан» кĕнекисене алăран вĕçертмерĕç.

Василий Харитонов паттăрлăхне асра тытса вулавăшра январь уйăхĕнчех мероприятисем ирттерме пуçларăмăр. Ентешĕмĕр çинчен «Çамрăксен хаçатĕнче» 2013 çулхи июнь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Д.Моисеев «Вилĕмрен ăна йытă çăлса хăварнă» статья çырса кăларчĕ. Питĕ кирлĕ тата лайăх материал пулчĕ вăл, эпир ăна шкул ачисене тăтăшах вуласа паратпăр. Мероприятисенче ачасем Василий Дмитриевич пирĕн ентеш пулнипе мухтанаççĕ. Вăл Куславкка районĕнчи Кивĕ Тĕрлемес ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1938 çулта салтак тумĕ тăхăннă. 1944 çулта Орша еннелле тапăнса пынă чухне Харитонов хăйĕн тральщик танкĕпе тăшманăн мина хунă хирĕсене чи малтан кĕрсе кайнă, умлăн-хыçлăн 22 минăна сиенсĕрлетнĕ. Гитлеровецсен штабне аркатнă, питĕ кирлĕ хутсене хăйĕн аллине илнĕ. Ун хыççăн тăшман ункинче 14 сехет çапăçнă. Малашнехи çапăçусенче те Харитонов паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. 1945 çулхи май уйăхĕнче Василий Харитонов танкиста Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнĕ тĕле Тĕрлемес ялĕнчи парка ялта пурăнакан çынсем йĕркене кĕртрĕç. Çак парк Василий Харитонов ятне илме тивĕçрĕ. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа митинг иртрĕ. Кунта хаклă хăнасем, ялта пурăнакан çынсем, ачасем, Геройăн тăванĕсем пухăнчĕç. Василий Харитонов паттăрлăхĕ çинчен унăн тăванĕ, ĕç ветеранĕ Л.Смирнова каласа пачĕ. Михайловсен çемйи парка йĕркене кĕртме нумай вăй хучĕ. Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб парка аталантарма укçа уйăрни çинчен митингра каларĕ. Тĕрлемесĕн паллă çынни Ю.Арзамасов парка 1943 çулхи ЗИС-3 пушка илсе килсе лартма пулăшрĕ.

Совет Союзĕн Геройĕн тăванĕсенчен чи асли - Зоя Захарова. Вăл 88 çул тултарчĕ, Героя пĕрмаях ырăпа асăнать. Аслă Çĕнтерÿ кунне Зоя Даниловна паркри Василий Харитоновăн обелискĕ умне чечек хучĕ.

Вăрçăран хăрушăраххи çук. Ыратупа куççуль, инкек кăна илсе килет вăл. Текех ан пултăрччĕ вăрçă...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.