“Сцена çинче эпĕ - арçури”

11 Çĕртме, 2015

"Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă" ваттисен сăмахне чăваш эстрада юрăçи Андрей Шадриков пиркиех каланăн туйăнать. Кĕлеткипе çÿллех мар пулсан та ĕçĕпе пысăк вăл. Хăйне сцена çинче çавра çил пек тытать. Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕскер июлĕн 22-мĕшĕнче хăй çак тĕнчене килнĕренпе чĕрĕк ĕмĕр çитнине паллă тума хатĕрленет. Хальхинче çамрăк юрăç кĕрекинче тăванĕсемпе тусĕсемсĕр пуçне пурнăçĕнчи чи хаклă çынни те пулĕ. Кăçалхи çуркунне юратнă мăшăрĕ ăна ывăл парнеленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.