Шел те, 80 çултан каçнă ватăсен ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те пулман, вĕсем урам варринчи ешĕл курăк çинче те чун каниччен выляйман, савнийĕсемпе те çĕрĕ-çĕрĕпе çăлтăр шутласа яш ĕмĕрпе киленсе йăпанайман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕсене аслисен йышне вăхăтсăр кĕртнĕ.