Комментари хушас

11 Çĕртме, 2015

Çăм Ваççи тарăхтарнипе...

Каçарăр та, сирĕн пата каллех эпĕ çыратăп. Вулакансене кăна мар, редактора та тарăхтарса çитертĕм пулĕ. Чунран ыйтатăп: ан ятлăр мана. Ку ват супнă ăсран тайăлнă пулĕ тесе шухăшлатăр ĕнтĕ. Хăть те мĕн калаçăр ман пирки, анчах «Çамрăксен хаçатĕнчен» пурпĕрех хăпмастăп.

Çыру халех çырмастăп тесех шутланăччĕ-ха. Каккуй çыру унта - ним хыçма та вăхăт çук. Çĕрулми, пахча çимĕç лартса пĕтернĕ хыççăн лаштах сывласа ярăп тенĕччĕ-ха. Ăçта унта! Çимĕç шăтса тухичченех пахчара çумкурăк чашлама тытăнчĕ. Паян та ав йăран хушшинче кут мăкăртах чакаланаттăм. Ĕнерхи пуçран тухма пĕлмерĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.