Архив - Июн 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

июня 25th

25 Июн, 2015

Кÿрентерсен те - чăтатăн

"Икĕ кун çакăнта тăратăн, тарăхтарса çитертĕн! Кай кунтан, ботаник!" - тавралла илтĕнмеллех кăшкăрчĕ çулланнă арçын пĕр çамрăка. Чăнах та, хайхискере эпĕ те Шупашкарти тĕп пасар çывăхĕнче пĕрре мар асăрханă. Унта çеç мар, тепĕр суту-илÿ центрĕ умĕнче те куркаланăччĕ-ха ăна.

25 Июн, 2015

Савни чике тăршшĕ лартса хăварчĕ

"Çамрăксен хаçатне" анне çырăнса илет те - ăна юратсах вулатăп. Ялта пурăнатăп, колхозра выльăх пăхаканра ĕçлетĕп. Хаçата пăхатăп та: арçынсем те хутран-ситрен çыру çыраççĕ. Хальхинче хам та чăтаймарăм. Паян юлташпа пĕр-ик черкке ÿпĕнтертĕмĕр те - хĕрсех кайрăм. Иртни куç умне тухсан çилĕ хăпарса килчĕ. Урса кайнипе стенана пĕтĕм вăйран тапрăм. Пулăшмарĕ. Ура çеç чăтма çук ыратма тытăнчĕ. Тен, çырура сирĕнпе чуна уçни кăштах лăплантарĕ?

25 Июн, 2015

Яшка çинче те унăн сăнĕччĕ

15 çул тултарнăччĕ эпĕ, ун чухне пуçланчĕ те асран тухми пĕрремĕш, таса та вăрттăн юрату. 7-мĕш класра вĕренеттĕм, хитре те ытарми чипер Надя - 8-мĕшĕнчеччĕ. Иксĕмĕр те пĕр ялтанччĕ. Кÿршĕ яла шкула çÿренĕ вăхăтра та, ытти чухне те ăна кăна курас, ун сассине илтес, йăл куллине сăнас килетчĕ. Анчах Надьăна савнине калама хăюлăх çитереймерĕм эпĕ.

Туйăм кунран-кун вăй илсе пычĕ, чĕрем çулăмсăр çунчĕ. Апат çиме ларсан та, яшка чашăкĕнче унăн сăнĕ тухса тăратчĕ, хăлхара сасси янăратчĕ. Урăх шухăш та çук, тĕнчере те Надя кăна тейĕн. Урокра учитель ăнлантарни те пуçа кĕми пулчĕ.

25 Июн, 2015

Кунта çăтмах пулнă, çавăнпа ача нумай çуратнă

Вăрмар районне çитнĕ май илемлĕ пĕр ялта пулса курма тÿр килчĕ. Чĕкету тенĕрен яла сăртлă вырăнта курма ĕмĕтленнĕччĕ. Йăнăшнă иккен: самай айлăмлă вырăна çитрĕмĕр. Калама çук хитре унта. Энĕш юханшывĕ пысăках мар ял хĕррипе авăнса юхать, таврара - йывăçсем.

июня 18th

18 Июн, 2015

Вăрçă хыççăн амăшне 33 çул кĕтнĕ

Нимĕçсем Совет Союзне тапăнса кĕнĕренпе, пирĕннисем вĕсене çапса аркатнăранпа çул хыççăн çул хыçа юлать... Шел те, асаплă çав кунсене чăтса ирттернисен йышĕ чакса пырать. Вăрçă тутине астивнисем пурте тенĕ пекех 80 çултан иртнĕ ĕнтĕ. Чĕрисенче капланнă хурлăхпа вĕсем ĕмĕр ĕмĕрлеççĕ.

18 Июн, 2015

Велосипедпа çÿресе те тĕнче курма пулать

Çакна эпĕ чăваш çулçÿревçипе Никита Васильевпа тĕл пулсан ăнлантăм. Хăйне ахальтен çапла каламан вăл. 23 çулти каччă 14 уйăхра Раççейри çеç мар, Грузипе Арменири, Азербайджанри чылай хулана велосипедпа курса çаврăннă.

18 Июн, 2015

Раççей командине кĕртме сĕннĕ

Пĕлтĕрхи октябрьте Чăваш Енре иртнĕ «Раççей - спорт çĕршывĕ» пĕтĕм тĕнчери форума килнĕ политиксем, вун-вун регион ертÿçи тата тĕрлĕ патшалăх представителĕ пирĕн тăрăхра физкультурăпа спорт лайăх аталаннине палăртрĕç. Çапла, тăван республика юлашки çулсенче чăннипех те спорт çĕршывĕ пулса тăчĕ. Кун çинчен Раççей кунĕнче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцире XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи тĕнчери чи вăйлă çăмăл атлетсенчен пĕри, XXVIII Олимп вăййисен чемпионĕ Юрий Борзаковский те каларĕ.

18 Июн, 2015

Сар хĕвел те кашнинех юраймасть

Ялти культура çурчĕ кăнтăрла хупă тăмалла-и? Ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн, паллах, уçмалла ăна. Вăрнар районĕнчи Элмен Сунар клубĕн те иртнĕ кĕçнерникун 13 сехетре ĕçлемеллеччĕ, анчах мана çăра кĕтсе илчĕ.

Килтен те япала йăтнă

Страницы