Яшка çинче те унăн сăнĕччĕ
15 çул тултарнăччĕ эпĕ, ун чухне пуçланчĕ те асран тухми пĕрремĕш, таса та вăрттăн юрату. 7-мĕш класра вĕренеттĕм, хитре те ытарми чипер Надя - 8-мĕшĕнчеччĕ. Иксĕмĕр те пĕр ялтанччĕ. Кÿршĕ яла шкула çÿренĕ вăхăтра та, ытти чухне те ăна кăна курас, ун сассине илтес, йăл куллине сăнас килетчĕ. Анчах Надьăна савнине калама хăюлăх çитереймерĕм эпĕ.
Туйăм кунран-кун вăй илсе пычĕ, чĕрем çулăмсăр çунчĕ. Апат çиме ларсан та, яшка чашăкĕнче унăн сăнĕ тухса тăратчĕ, хăлхара сасси янăратчĕ. Урăх шухăш та çук, тĕнчере те Надя кăна тейĕн. Урокра учитель ăнлантарни те пуçа кĕми пулчĕ.
Пирĕн вăхăтра ялта ача нумайччĕ. Ял кĕрлесе тăратчĕ. Каç еннелле клуб пахчинче пухăнса тĕрлĕ вăйăпа йăпанаттăмăр. Хăваласа тытмалла вылянă чухне Надя - пĕр ушкăна, эпĕ теприне лекеттĕм. Вăл вĕçĕм мана хăваласа чупатчĕ...