Комментировать

18 Июн, 2015

Сар хĕвел те кашнинех юраймасть

Ялти культура çурчĕ кăнтăрла хупă тăмалла-и? Ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн, паллах, уçмалла ăна. Вăрнар районĕнчи Элмен Сунар клубĕн те иртнĕ кĕçнерникун 13 сехетре ĕçлемеллеччĕ, анчах мана çăра кĕтсе илчĕ.

Килтен те япала йăтнă

"Халь кăна хупса кайрĕ... Çас килет хуçи", - терĕ клубпа юнашар пĕвере шăмпăлтатакан хур чĕпписене астăвакан хĕрарăм. Унран клуб мĕнле ĕçлени çинчен кăсăкланасшăнччĕ. Зинаида Николаевна клуб заведующийĕн Елена Тимофеевăн амăшĕ пулнине пĕлтĕм те нимĕн те тĕпчемерĕм. Ара, мĕнле амăшĕ палламан çын умĕнче хĕрĕн ĕçне хурлатăр? Вăл çийĕнчех кĕсье телефонĕпе ун патне шăнкăравларĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.