- Чăвашла верси
- Русская версия
Кунта çăтмах пулнă, çавăнпа ача нумай çуратнă
Вăрмар районне çитнĕ май илемлĕ пĕр ялта пулса курма тÿр килчĕ. Чĕкету тенĕрен яла сăртлă вырăнта курма ĕмĕтленнĕччĕ. Йăнăшнă иккен: самай айлăмлă вырăна çитрĕмĕр. Калама çук хитре унта. Энĕш юханшывĕ пысăках мар ял хĕррипе авăнса юхать, таврара - йывăçсем. Яла кĕрсенех илемлĕ пÿртсем куçа тăрăнчĕç. Анчах утнăçемĕн чун хурланса та хурланса пычĕ. Яла кĕнĕ май пÿртсем сайрарах курăнма тытăнчĕç.
Улăм пÿртсем те упранса юлнă
Чĕкетура пĕр урам çеç. Ял икĕ сăрт хушшинче вырнаçнăран кун пек ят панине урамра тĕл пулнă çынсем ăнлантарчĕç. Тĕрĕссипе, урам вĕçне çитичченех пĕр чуна та кураймарăмăр, пĕр йытă та сас памарĕ. Урамра 30 градус шăрăхчĕ те хамăра лăплантартăмăр - ку пăчă çанталăкра уçă пÿртрен пуçа та кăлармаççĕ-и тен? Самай пысăк пÿрт алăкĕнчен шаккама тиврĕ. Хăй вăхăтĕнче питĕ чаплă çурт шутланнă вăл. Йытă антăхса кайса вĕрнине пăхмасăрах пахчара сасăсем илтĕнкелерĕç. Кăштахран çулĕсене кура мар вăр-вар кинемей пирĕн пата тухрĕ. Тоня аппа хуларан каникула килнĕ мăнукĕсене пахча ĕçне ятла-ятлах хăнăхтарать-мĕн. Лешсем темех тума пĕлмеççĕ те сасă хăпартса ăнлантарма тивет иккен. Эпир мĕн тĕллевпе чăрмантарса çÿренине пĕлсен Тоня аппа хальхи ачасем ĕçпе пиçĕхсе ÿсменнишĕн пăшăрханса, йывăр пурнăçне, Чĕкету ялĕ хăй вăхăтĕнче кĕрлесе тăнине аса илсе чунне уçрĕ. Корреспондентсем килнине асăрхасан çынсем урама тухма тытăнчĕç.
Комментировать