Хăйсен органне çынна паракансем - чăн-чăн паттăрсем

25 Июн, 2015

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче чĕре амакĕпе, усал шыçăпа, респираторлă вируспа, сахăр диабечĕпе аптăракан нумайланнă. Ун хыç¬çăн çынсене пÿре чирĕсем нушалантараççĕ. Пирĕн республикăра пÿре чирĕпе кĕрешме майсем çителĕк¬лĕ-и? Çак тата ытти ыйтăва ЧР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп нефрологĕ, Республика кли¬ника больницин нефрологи уйрăмĕн заведующийĕ Ольга АВТОНОМОВА хуравлать.

- Пурнăç улшăнса пынă май организма та йывăр килет. Экологи, пурнăç йĕрки, ĕçни-çини тата ытти те чир-чĕре аталантараççĕ, çавăнпа аптăракансен йышĕ те ÿссе пырать. Пирĕн республикăра пÿре тата шăк кăларакан тытăмпа нушаланакансен хисепĕ çав тери нумай теме çук, Раççейри вăтам кăтартуран иртмест вăл. Чăваш Енре нефрологи служби лайăх аталаннипе те çыхăннă çакă. Пирĕн больница çумĕнче 2013 çулта гемодиализ уйрăмĕ уçăлчĕ. Унта пÿре ĕçлемен пациентсенне юн тасатаççĕ, çакă чирлĕ çын ĕмĕрне вăрăмлатма май парать. Гемодиализ центрĕ - «Би Браун» нимĕç компанийĕпе Чăваш Ен Правительстви килĕшÿ туса хута кайнă проект. Хальхи вăхăтра диализа 200 çын çÿрет, тата 142 пациента унта яма хатĕрлетпĕр, вĕсен вăтам ÿсĕмĕ - 42 çул.

Диализ пирĕн пациентсене иккĕмĕш пурнăç панипе танах. Гемодиализ центрĕче вĕсем валли уйрăм программа хатĕрлеççĕ. Юна тасатма май пурри вĕсен пурнăçне тăсать кăна мар, ăна пахалăхлă та тулли йĕркелеме пулăшать. Гемодиализ программине лекнĕ пациент пурнăç тăршшĕпех çак процедурăна тухать. Вăтамран вĕсем 8 çул пурăнаççĕ, çапах пирĕн практикăра 15 çул çÿрекен хĕрарăм пур, вăл хăйне аван туять. Процедура хакĕ 4 пин тенке яхăн пулсан республикăри пациентсем нимшĕн те тÿлемеççĕ. Пÿре ĕçне терапипе улăштарма тивнисене сиплемешкĕн майсем çителĕклĕ. Пациентсем çак сиплевпе усă курайманнишĕн вилмеççĕ.

- Сирĕн пата мĕнле пациентсем килеççĕ?

- Чи малтанах, пÿрен хăрушă чирĕсем. Сахăр диабечĕпе нушаланакансем малтан чирлисен мĕнпур йышĕн 10% йышăннă пулсан халĕ - 30% е ытларах та. Çамрăк хĕрарăмсем, ача амăшĕ пулмалли ÿсĕмрисем пур вĕсен йышĕнче. Эндокринолог патĕнче шутра тăнипе пĕрлех пирĕн патра та сипленеççĕ, мĕншĕн тесен сахăр чирĕн «ĕçне» пÿре те хутшăнать.

Çут тĕнчене тĕрĕс мар аталаннă е хăрах органпа килнисем те пур. Пÿре - çуралнă хыççăн çулталăкран тин аталанса çитекен пĕртен-пĕр орган. Чăкăлтăш теме те пулать ăна, çавăнпа ача кĕтекен хĕрарăмăн е пĕчĕк ача амăшĕн питĕ тимлĕ пулмалла. Чирлĕ хĕрарăмран сывă ача çуралмĕ - çакна та манмалла мар.

- Мĕнле паллăсем пÿре чирĕ çинчен систереççĕ?

- Шăннă, наркăмăшланнă, эмел ĕçнĕ, аманнă е ытти сăлтава пула сасартăк пÿре ыратнипе çын аптăраса ÿкме пултарать. Вăраха тăсăлнă хăйĕн чирĕ çинчен хăшĕ-пĕри пĕлмесен те пултарать. Тен, тахçан йывăр вирус çаклатса пысăк температурăна ура çинче чăтса ирттернĕ. Чир иртсе кайнă, тухтăр патне кайман. Çын хăйне сывă туять пек... Е çыннăн нимĕн те ыратмасть, анчах вăй-хал пĕтнине сисет, апат анмасть, вăхăт-вăхăтăн юн пусăмĕ чакать, чылайăшĕ çак кăлтăксене шута хумасть, тухтăр патне каймасть. Çакăнтанах пÿрен тĕрлĕ чирĕ аталанать. Органти хăш тытăм сиенленнине кура чир паллисем те тĕрлĕрен: сăмахран, чул тапрансан чăтма çук ыратать, «шăши» сивчирĕ чухне сывлăш пÿлĕнет. Орган çĕрсе тăртанни çынна вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Гломерулонефрит чухне те пÿре хăйĕн ĕçне пурнăçлама пăрахать. Организмри кирлĕ япаласене çухатать: шăкпа пĕрле белок тухать, юн кĕвелеслĕхĕ япăхланать, артери пусăмĕ чакать е хăпарать. Çивĕч гломерулонефритăн хăвăрт аталанакан формисем пулаççĕ. Чире вăхăтра палăртаймасан çыннăн пурнăçĕ татăлма пултарать. Паренхима шыçсан, пÿре синдромĕллĕ «шăши» сивчирĕ чухне, юн питĕ вăйлă кайма тытăнать, пÿрене татса яма та пултарать. Кун пек чухне те çынна çăлса хăварма йывăр.

Çын вăраха тăсăлнă чире вун-вун çул сиплемесен кунсерен хăйне япăх туйма тытăнать. Юн пусăмĕ хăпарса каять. Анеми чухне ăна терапи мелĕпе те антарма çук. Пÿре çав тери кирлĕ гормонсем кăларас ĕçе хастар хутшăнать, çавна май юн кĕвелеслĕхне, гемоглобин, йÿçекпе сĕлтĕ /щелочь/ шайне йĕркелесе тăрать. Пÿре чирлесен çак ĕç-хĕлсем пăсăлаççĕ, çын хăйне япăх туять. Кун пек чухне пÿре функцийĕсене терапипе улăштарма тивет. Тепĕр майлă каласан, ăна аппаратпа пулăшмалла, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн ĕçне тăваймасть.

Шăмă ним çук çĕртенех хуçăлни те сисчĕвлентермелле. Шала кайнă чире пула организмри кальци шăкпа тухать, шăмăсем кантăк евĕр патракланаççĕ. Травматолог патне кайнă хыççăн кун пек пациентсем те пирĕн пата лекеççĕ.

Хальхи вăхăтра халăх миграцийĕ пысăкки сисĕнет, чылайăшĕ республика тулашĕнче ĕçлесе пурăнать. Каялла сусăра тухса таврăнакан нумай. Вăл шутра пÿрепе аптăракансем те пур. Эпир студент чухне «панцир чĕреллĕ» /перикарда шăк йÿçекĕпе витни/ пациентсем çинчен медицина литературипе кăна вĕренеттĕмĕр. Шел те, халĕ унашкал пациентсем те тĕл пулаççĕ. Шăпах республика тулашĕнче ĕçлесе пурăннисен, тухтăр патне кайманнисен. Хăсăк килсен, апат анмасан, ĕçес килмесен, шăк сахаллансан е пачах тухмасан - кун пек чухне тухтăр патне васкавлă каймалла.

- Ольга Ильинична, донор органĕсемпе пурăнакансем пирĕн республикăра йышлă-и?

- Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре донор органĕпе 41 çын пурăнать. Вĕсен шутĕнче вилнисенчен те, чĕррисенчен те илнисем пур. Тĕпчев кăтартнă тăрăх, унашкал операци тунисем 25 çултан кая мар пурăнаççĕ. Пациента тĕрĕслесех тăраççĕ, вĕсем пирĕн патра сипленеççĕ. Трансплантат ĕçĕ тивĕçтермесен гемодиализ центрне яратпăр. Тепĕр донор тупăниччен вăл унта сипленет. Трансплантат ĕçлеме чарăннипе мар, ытти сăлтава пула вилеççĕ.

Операцие федерацин трансплантологин наука центрĕсене Чулхулана, Мускава, Хусана яратпăр. Малашлăхра Шупашкарта та ку ĕçе пурнăçлама палăртнă. Лицензи илмешкĕн хутсене хатĕрлесе çитернĕ. Хатĕрсене туяннă, специалистсене вĕрентнĕ.

Çынсене донор тăвассине саккунпа килĕшÿллĕн ирĕк панă. Органа чирлĕ çыннăн çывăх тăванĕсенчен кăна илмелле. Донор пулма ашшĕ-амăшĕн, ывăл-хĕрĕн, аппăшĕ-йăмăкĕн, пиччĕшĕ-шăллĕн, иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ-пиччĕшĕн, ашшĕ-амăшĕн пĕр кăкри тăванĕсен, асламăшĕ-аслашшĕн, кукамăшĕ-кукаш¬шĕн юрать. Донор пулакан тата унăн органне йышăнакан мăшăра питĕ тĕплĕ тĕрĕслеççĕ: пĕринчен теприне куçарса лартма юрăхлă-и е çук-и, ырă ĕç тăвакан чирлĕ мар-и, операци унăн сывлăхĕшĕн хăрушă мар-и тата ытти те. Консультаци хамăр патра та ирттеретпĕр, федераци центрне те, ытларах Чулхулана, яратпăр. Сывă çын кăна донор пулаять. Пациентшăн ют çынран орган илесси - саккуна хирĕçле ĕç. Унашкал сĕнÿсене шута та хумаççĕ.

Хальхи вăхăтра 115 çынна пÿре кирлĕ. Органсем çитмеççĕ. Ăна вилнĕ çынран илес ĕç-хĕл хальлĕхе йĕркеллĕ ĕçлесе кайман-ха. Ку процедура ансат мар. Пирĕн республикăра вилнĕ çынран пÿре кăларса илмеççĕ. Çынсен шухăшлавĕ те ăна пурнăçа кĕртме чăрмантарать. Çапах ку служба малалла аталанать, çĕршывра «Органсен тата /е/ çын тĕртĕмĕсен трансплантацийĕ çинчен» саккуна тахçанах йышăннă, вăл çулсеренех çĕнелсе улшăнать. Донорсен органĕпе хамăр республикăра пурăнакансем валли усă курĕç.

- Донор пулма килĕшнĕ çын шухăшне мĕнле хаклатăр?

- Донор пуласси, ман шухăшпа, - пурнăçри чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç. Чунпа çирĕпписем кăна тепĕр çынна пурнăç парнелессишĕн хăйсен пайне, сывлăхне шеллемеççĕ. Вĕсем - чăн-чăн паттăрсем. Юратнă çынна нумайрах пурăнтарасшăн вĕсем. Трансплантаци хыççăн пациент сывалать, ĕçлеме тытăнать, çемье çавăрать... Пирĕн республикăра 2 хĕр амăшĕн пÿрине илнĕ хыççăн качча кайрĕ, сывă ачасем çуратрĕ. Арçынсем те операци хыççăн 2-3-шер ача ÿстереççĕ. Хăйсене шеллеменнисем пирĕн республикăра та сахал мар. Сăмахран, 18-ти хĕр амăшне пÿрине пачĕ. Çак йышăнăва вăл хăйтĕллĕн тунă, çине тăрса ыйтрĕ. Пурăнма пуçланă кăначчĕ-ха вăл, çемье çавăрма та ĕлкĕрейменччĕ... Амăшĕ те çамрăк, 40 урлă каçнă кăна. Халĕ иккĕшĕ те чĕрĕ-сывă. Пике качча кайрĕ, ача çуратрĕ. Патăрьел районĕнчи тепĕр хĕр те ашшĕн пурнăçне çапла майпа çăлса хăварчĕ. Çавнашкал ырă та пуян чун-чĕреллĕ çынсен хушшинче пурăнас килет. Эпĕ кашни çĕнĕ пурнăçшăн савăнатăп. 1997 çултанпа уйрăма ертсе пынă май хамăн пациентсемпе пĕр çемье пекех туятăп. Вĕсем çулсеренех пирĕн пата килеççĕ-çке, пурне те паллатăп. Савăнăçне те пĕрле пайлатпăр. Ача çуралсан та мана СМС-çыру ярса хыпарлаççĕ. Çавнашкал çынсем пурнăç хакне пĕлеççĕ, вĕсене нимĕнле йывăрлăх та хуçаймĕ.

- Ют çĕршывра çынсем хăйсен органне халалласа хăварнине халăх чиперех йышăнать. Пирĕн патра кунашкалли çук пулас...

- Ют çĕршывра саккунсем те урăхларах. Италипе Испанире вĕсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. Чылай çулта вĕсем пуян опыт пухнă. Халăх менталитечĕ пирĕннинчен уйрăлса тăрать. Вилнĕ çыннăн органне теприне пурнăç парнелессишĕн панинче нимĕн япăххи те çук, çапла пулмалла та вăл. Раççейре органсен трансплантацийĕ тĕлĕшпе саккун кăларнă чухне чикĕ леш енчи çĕршывсен тĕслĕхĕпе усă курнă. Кĕтмен инкек сиксе тухсан çынна çăлса хăварма май килмест, сăмахран. Кун пек чухне хăйсен органне пĕр çынна халалласа хăварма юрамасть, пĕтĕмĕшле усă курма кăна ирĕк памалла. Çапла майпа вăл теприне, пĕр çынна кăна та мар, пурнăç парнелет. Анчах саккун ĕçлетĕр тесен, каларăм ĕнтĕ, çынсен шухăшлавне улăштармалла. Çак кунсенче кăна-ха Мускавра иртнĕ II Раççейри Наци конгресне хутшăнтăм, унта органсен трансплантацийĕпе донорлăхĕ çинчен калаçрĕç. Лос-Анджелесран ятарласа килнĕ 86-ри Редженальд Грин каласа кăтартнипе форум чылайлăха асра юлĕ. Унăн историйĕпе «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене те паллаштарас килет: 1994 çулта арçын арăмĕпе, ывăлĕпе тата хĕрĕпе Европа тăрăх çулçÿреве тухнă. Италире Редженальд руль тытса пыракан автомобиле шăпанасем тапăннă. Вĕсем пăшалтан пеме тытăннă. Пуля хыçалти ларкăч çинче вырнаçнă 7-ри Николоса пуçран лекнĕ. Хурахсенчен тарса ÿкнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕ арçын ача чĕп-чĕр юнланнине курнă. Больницăна илсе кайнă, анчах ачана çăлма май килмен. Вара Редженальдпа Мегги ывăлĕн органĕсене - чĕрине, ÿпкине, пÿрине, пĕверне, куç хыттине /роговица/ - Италири чирлĕ çынсене пулăшмашкăн пама килĕшсе татăлнă. Çапла майпа Николос çичĕ çынна çăлнă. Çавăнтанпа Италире трансплантологи хăвăрт аталанма тытăннă, ятарлă фонд йĕркеленнĕ. Донорсăр, паллах, вăл йăл илеймĕ. Редженальдăн çынлăхлă ĕçне халĕ тĕнчипех «Николос эффекчĕ» тесе хаклаççĕ. Ашшĕ каланă тăрăх, вăл ывăлĕ çак çĕр çинчех, тепĕр çынсенче, пурăннăн туять. Николосшăн кĕлĕ вулаççĕ, ăна ĕмĕр-ĕмĕр тав тăваççĕ...

- Вилекен çын органне кăларса илни чиркÿ канонĕсемпе килĕшсе тăманни çинчен те калаçаççĕ.

- Конгреса пысăк чинлă священниксем те хутшăнчĕç. Çын пурнăçне çăлса хăварассишĕн органсене кăларса илни православи канонĕсене хирĕçлемест. «Çывăх çынсем пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă çĕрте мар, кунта, çĕр çинче, кирлĕ вĕсем», - терĕç Турă ĕçне парăннисем. Эпир те, православи тĕнĕпе пурăнакан республика пулнă май, çак тĕлĕшпе вăй хумашкăн пил илтĕмĕр. Çынсем ăнланасса, хирĕç тăмасса кăна шанас килет.

- Пĕр органпа тăрса юласси хăрушă мар-и?

- Пĕртен-пĕр пÿрепе çуралакансем те пур. Вĕсем хăйсене лайăх туяççĕ, ыттисем пекех пурăнаççĕ. Пÿре, вăл сывă пулсан, хăвăрт хăнăхать: пысăкланать, теприн ĕçне хăй çине илет, ăна чиперех пурнăçласа пырать. Донор пулма иккĕленÿ юлсан, ыйтусем пур чухне эпир тăхтама ыйтатпăр, пысăк квалификациллĕ специалистпа канашлама сĕнетпĕр. Ку ĕçре пĕр иккĕленÿ те пулмалла мар. Ют çĕршывра кăна мар, пирĕн патра та трансплантологи аталансах пырать, вăл пулăшнипе нумай çын ĕмĕрĕ вăрăмланать.

- Пирĕн йышра сăра юратакан нумай. Унăн сиенĕ çинчен те асăнса хăварăр-ха.

- Сăра - ĕлĕк-авалхи ĕçме, унта усăллă япала сахал мар. Анчах виçине пĕлсе ĕçсен кăна. Иртĕхни вара чир-чĕр пуçаракан сăлтава çаврăнать. Ытларах чухне ăна арçынсем кăмăллаççĕ. Апат хуранне лексенех сăра, углерод йÿçекĕллĕ шĕвек пулнă май, йăлмака стенкăсене тăртăнтарма тытăнать. Сăрапа иртĕхекенсен вар-хырăм чирĕ, усал шыççа куçни таранчченех, аталанма пултарать. Тата та хăрушăраххи - чĕре ĕçне йывăрлатни. Арçынсем кĕске вăхăтрах сăрана çав тери нумай ĕçеççĕ. Углерод йÿçекĕ ăна юна хăвăрт сăрхăнма май парать. Чĕрен ĕç калăпăшĕ икĕ хутчен нумайланать. Пурăна-киле инфаркта, инсульта пула сусăра тухма пултарать çын. Сăрара эстроген /хĕрарăмсен гормонĕ/ нумай. Сăра ĕçме хăнăхнă арçынсен кĕлетки улшăнать: хырăм, кăкăр ÿсеççĕ. Ар органĕсенче те улшăнусем пулса иртеççĕ, тестостерон, арçынсен гормонĕ, тухасси пăсăлать, ар вăйĕ чакать, хĕсĕрлĕх аталанать. Сăра пÿрере кирлĕ гормон кăларассине чакарать, шăкпа пĕрле кирлĕ япаласем çухалаççĕ. Гемодиализа лекес, органа улăштарас патнех çитес хăрушлăх пур.

Раççейре çулталăкра пĕр çын пуçне 40 литр сăра ĕçеççĕ. Сăра алкоголизмĕ, эрех ĕçекенсемпе танлаштарсан, 4 хут ытларах тĕл пулать, унран сывалма йывăр. Ăнăçлă çынсене те ку чир тĕрĕс çул-йĕртен пăрать. Яш-кĕрĕм сăра алкоголизмне пула обществăра хăйсен вырăнне тупаймаççĕ. Çавăнпа хупахра лариччен спорт керменне, парка кайма сĕнетĕп. Сывă пурнăç йĕркине суйлăр, çамрăксем. Капла пурăнма, чăнах та, лайăхрах.

 

Алина ИЗМАН калаçнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.