Архив - Мар 2015 - Çамрăксен хаçачĕ

март 26th

Пирĕн республикăра "Чăваш Ен ахахĕсем" фестиваль-конкурс иккĕмĕш хут иртет. Ăна ЧР Культура тата Вĕренÿ министерствисем пулăшнипе ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова тата Сергей Бреус предприниматель йĕркелеççĕ. Малтан "Шупашкар районĕн ахахĕсем" пулнăскер нумаях пулмасть ятне улăштарчĕ.

Кирек камăн та йăнăшасси пулать. Унсăрăн епле-ха? Этем - робот мар вĕт. Алă усса ларакан кăна йăнăшмасть теççĕ. Театрта ĕçлекенсем те - чĕрĕ çынсемех, хутран-ситрен вĕсем те халăх умĕнче чип-чипер вылянă çĕртех пăтăрмаха лекеççĕ: е такăнса ÿкеççĕ, е сăмахĕсене манаççĕ... Кун пек лару-тăруран епле хăтăлмалла-ха? Сан çине çĕр-çĕр куç тинкернĕ чухне мĕн тумалла? Çак ыйтусемпе сцена ăстисене хăйсен професси уявĕ умĕн чăрмантартăмăр. Малалла вулас...

Хаçат вулакана хăйĕн пуянлăхĕпе арча евĕрех илĕртет. Хальхи вăхăтра ăна çырăнса почта ешчĕкĕнчен илме те, киоска кайса туянма та пулать. Хăшĕ-пĕрне хаçатăн электрон версийĕ илĕртет. Хăшĕ килĕшет - çавна суйла. «Хаçатăн малашлăхĕ çук», - текенсем те тупăнаççĕ.

Валентина ТЕЛЕЙ чăваш эстрадине пĕр юрăпа, «Хунямапа», вирхĕнсе кĕчĕ. Тусĕсемпе тăванĕсем тата ĕçтешĕсемсĕр пуçне урăх никам та пĕлмен юрăç халăхра кĕске вăхăтрах палăрчĕ. Мĕнпе тыткăнланă-ха çак юрă итлекене? Мĕн каласшăн пулнă автор хунямана халалласа çырнă юрăпа? Пĕлме çук.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçри юхăнса ларакан клуб такама та хурлантарĕ: ара, 1800 тăваткал метр калăпăшлăскер чунсăр тăрса юлнă-çке. Темиçе çул ĕнтĕ вăл халăха «ырă сунса кĕтмест». Ĕлĕк кунта пурнăç вĕресе тăнă.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ял тăрăхĕнче йывăр лару-тăрури икĕ çемье шутра тăрать. Çак йыша ытларах чухне мĕншĕн лекни паллă: ĕçкĕ. Усал шĕвеке пула аслисем ачисене пăхмаççĕ, выçăллă-тутăллă çÿретеççĕ.

Компьютер умĕнче кунĕпех ларма хатĕр Оксана. Йĕкĕреш Дашăпа Машăна шкула ăсатать те тÿрех тĕнчене ярса илнĕ серепене кĕрет. Паян та чун тĕпренчĕкĕсем вăраничченех картишри ĕçсене вĕçлерĕ.

Пĕтĕм пурнăçне Тăван çĕршыва халалланă Геннадий Матвеев паттăрлăхĕ çинчен унчченех илтнĕччĕ. Афганистан вăрçине хутшăннăскер 33 çулта чухне леш тĕнчене ăсанса каялла таврăнма пултарнă.

Страницы