Геннадий МАТВЕЕВ: “Ачамсен умĕнче намăс ан пултăрччĕ”

Пĕтĕм пурнăçне Тăван çĕршыва халалланă Геннадий Матвеев паттăрлăхĕ çинчен унчченех илтнĕччĕ. Афганистан вăрçине хутшăннăскер 33 çулта чухне леш тĕнчене ăсанса каялла таврăнма пултарнă. Çамрăк вулакансене аса илтерем: Сызраньти аслă çар авиацийĕн училищинчен вĕренсе тухнăранпа тÿпере 3500 сехет вĕçнĕскер, 31 йĕкĕте вертолетчик ăсталăхне туптама пулăшса профессионала кăларнăскер 1988 çулхи августăн 15-мĕшĕнче черетлĕ задание пурнăçланă. Çав кунхине вăл пулăшуçипе, иккĕмĕш пилотпа, сывлăша саккăрмĕш хут хăпарнă. Унчченхи кунсенче те тÿпене 14-15 хут çĕкленнĕ. Çавăн чухне вĕсен пассажир самолетне тăшман персе ан лектертĕр тесе çаврăна-çаврăна вĕçме тивнĕ. Йĕркепе пăхнă пулин те Геннадий Матвеев хăйсен йышне виççĕмĕш пилота "ытлашши виле" тесе юриех илмен. Ара, Афганистанра кирек хăш самантра та çут тĕнчерен уйрăлма пултарассине пĕлсе тăнă-çке çар çыннисем. "Душмансем" чăваш арĕн "тимĕр кайăкне" персе лектернĕ. Ăста вертолетчик çухалса кайманнипе, çине тăнипе кăна вертолет 100 çын вырнаçнă хуралтă çине ÿкмен, сывлăшрах çунма пуçланăскере вăл айккине илсе кайма хал çитернĕ. Чĕп-чĕр юнлă Геннадий Матвеевпа Сергей Драгунова совет çарĕн майор-десантникĕ асăрханă. Клиника вилĕмне тÿссе ирттернĕ ентешĕмĕр тăххăрмĕш кунхине çеç тăна кĕнĕ, Мускаври Н.Бурденко ячĕллĕ госпитальте ура çине тăраймасăр, лараймасăр, хытă апат çиеймесĕр çур çул выртнă. Пуç шăмми, çăвар маччи ваннă унăн, куçĕ юхса суранланнă, пырне хăйĕн ÿчĕ кĕрсе ларнă. Тухтăрсем паттăрăн пуçне çĕнĕрен пуçтарнă... "Больницăра сурансем ыратни-сурнине пĕр кун тÿсиччен вăрçăра çулталăк çапăçăттăм", - тет вăл халĕ те кун-çулĕнчи йывăр тапхăрне манаймасăр. Больница хыççăн пĕлĕшĕсемпе ентешĕсем хăйне арăмне палланăран кăна уйăрса илнине асран епле кăларайăн тата?

Афган вăрçинче хастарлăх кăтартнăшăн Çарăн Хĕрлĕ Ялав орденне, "Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медале, II степень "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне тата ытти вун-вун наградăна тивĕçнĕ Геннадий Матвеевăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ епле иртнĕ-ши? Çакна пĕлес тĕллевпе Афган вăрçин инваличĕсен регионти общество организацийĕн ертÿçине, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн президиумĕн членне, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн шаннă çыннине, ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сусăрсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçине манпа тĕл пулмашкăн вăхăт тупма ыйтрăм. Ĕçĕ питĕ нумай пулин те общество пурнăçне пуçĕпех кÿлĕннĕ Геннадий Петрович хирĕçлемерĕ. Анчах курнăçсан хăйĕн çинчен мар, çумĕнчи ырă кăмăллă çыннисем, вĕсен пархатарлă ĕçĕсем пирки ытларах калаçрĕ. Акă ăçта палăрать чăн чăваш арçыннин сăпайлăхĕпе ăшă чунлăхĕ...

Ашшĕпе пиччĕшне курса ÿснĕ

Çĕмĕрле районĕнчи Хутарта çуралса ÿснĕ Геннадий Матвеевшăн 20 çултах колхоз тилхепине тытнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ашшĕ Петр Матвеевич тата çартан таврăнсан хăйне хĕсметри условисене шута илсе воспитани панă пиччĕшĕ Владимир яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсемех унра пулас çар çыннине туптанă.

- Пичче эпĕ 10 çулта чухне салтакран таврăнчĕ. Çавăнтан пуçланчĕ те çирĕп йĕркене пăхăнасси. Вырăна та çарти пек яп-яка пуçтарма, пушмака та çап-çутă тасатма хăнăхтарчĕ, спортпа туслаштарчĕ. Урай çунă хыççăн та хăй тĕрĕслетчĕ. Володя хĕсметре чухне пирĕн ялта пĕр ушкăн çамрăк ĕçлесе пурăнчĕ. Хайхискерсем ялта иртĕхмех пуçларĕç, каччăсене тыта-тыта хĕнерĕç. Манăн пичче, çÿллĕ те тĕреклĕскер, отпуска килсен çавсене пĕчченех "тăн кĕртрĕ" вĕт. Пуçтахсем тинех лăпланчĕç. Çавăн чухне ăшра мăнаçлăх туйăмĕ вăй илчĕ, ÿссен ун пекех çирĕп пулас килчĕ. Çавăнпа пирус туртас, эрех ĕçес шухăш пачах çуралман, - каласа кăтартрĕ 5-ре чухнех питĕ хытă тĕлĕнме пĕлнĕскер.

Ун чухне вăл мĕнрен тĕлĕннĕ-ха? 1961 çул. Апрелĕн 12-мĕшĕ. Çурхи янкăр хĕвеллĕ кун. Юр кайман-ха. Шкула та çÿреме пуçламан Гена ашшĕпе пĕрле мунча хутма пуçтарăннă. Хайхискерсем çăла аннă. Ашшĕ шыв йăтнă, ывăлĕ вутă хунă çунашкана сĕтĕрнĕ. Çав вăхăтра репродуктортан Юрий Гагарин космоса вĕçнине пĕлтернĕ. Пĕчĕк арçын ача тарăн шухăша путнă: этем тĕнче уçлăхне епле майпа хăпарма пултарать-ха? Каялла епле таврăнĕ вăл?

Петр Матвеевич ывăлне мунча хутма кăна явăçтарман, арçыннăн пĕтĕм ĕçне пĕчĕкренех вĕрентсе ÿстернĕ. "Ĕç ăнассин 80 проценчĕ ĕç хатĕрĕсенчен килет", - тенĕскерĕн лаçĕнчи çÿлĕксем çинче темĕнле инструмент та пулнă. Кÿрши-арши те сава-ăйă ыйтма каçнă. Геннадий пĕчĕк чухне хăй аллипе мĕн кăна ăсталаман-ши?..

Амăшĕ пĕçернĕ хуплу тути

Вăхăт çуркунне енне сулăннă пулин те çанталăк сивĕ-ха. Алăка уçмассерен пÿрте кăвак сурăхсем кĕреççĕ. Çемье пуçĕ çунашка тĕпĕ, кĕвенте валли хурама авать. Кил хуçи арăмĕ хуплу пĕçерет. Кăмака хыçĕнче хур ами чĕп пусса кăларма ларнă. Качака путеккисем шăпăр евĕр çыхса çакнă йăмра тураттисене кăшлаççĕ... Геннадий Петрович ачалăхри савăк çав вăхăта самантлăха та пулин таврăнассишĕн, амăшĕ хатĕрленĕ хуплăва астивессишĕн, ашшĕн çамки çине тапса тухнă тарне курассишĕн тем тума та хатĕр. Анчах май çук - иртнине тавăраймăн.

- Мĕн пĕчĕкренех пире ушкăнпа ĕçлеме, çынна усал тăвассинчен сыхланма, пурне те ырă тума вĕрентнĕ. 5-6 çулта чухнех колхоз уйне çум çумлама тухаттăмăр. 5-мĕш класа куçсан хамăр тĕллĕнех лаша кÿлме пуçларăмăр. 8-9-мĕшсенче вара арçынсемпе танах вăй хураттăмăр, - калаçу çăмхине малалла сÿтрĕ Раççей Президенчĕн шаннă çынни. - Илен кунĕнче колхозра тăрăшакан пур ĕçчен валли те мăн хуранпа çĕнĕ çĕрулми пĕçеретчĕç. Эх, ун пек тутлă улма паянхи кунччен те урăх çисе кураймарăм.

Сăлтавсăр айăплав хакĕ

Петр Матвеевич таврари хисеплĕ çын пулнăран Хутара çутă кĕртме килнисем пĕтĕм хатĕр-хĕтĕре вĕсем патĕнче упранă. Пĕчĕк Гена çав япаласен хушшинче хăйĕн валли машина ăсталама "кустăрмасем" тупнă. Кун çинчен çийĕнчех ашшĕне каланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветеран ывăлне хытах асăрхаттарнă: "Çын япалине нихăçан та ан тыт, вăрлас шухăш пуçунта ĕмĕрне те ан пултăр. Йăлтах хăвăн ĕçлесе илмелле". Вĕрентсе каланă çак сăмахсем Геннадий Петровичăн асне яланлăхах кĕрсе вырнаçнă. Анчах пăтăрмахсем пулман мар.

Пĕрремĕшĕ - шкул картишĕнче ларакан ГАЗ-66 машинăн ламписем çухалсан. Геннадий Матвеев вăл вăхăтра 7-мĕш класра вĕреннĕ. "Вăрлаканăн - пĕр çылăх, çухатаканнин - çĕр çылăх" тенешкел шкул ертÿçисем лампăсене кам йăкăртма пултарнине пÿрне хуçлатсах шутланă. "Матвеевсен кĕçĕн ывăлĕ техникăпа кăсăкланать. Ахăртнех, çавă", - тахăшĕн пуçне кĕнĕ "ăслă" шухăш. Шкул директорĕ вара ним айăпсăр ачана линейка вăхăтĕнче пĕтĕм вĕренекен, пур педагог умне кăларса хăртнă.

- Çĕр тĕпне чутах анса каяттăм. Юлташсемпе класс ертÿçи умĕнче кăна мар, пĕтĕм ял умĕнче намăс пулчĕ. Темиçе кунран тĕрĕслĕх çиеле тухрĕ - лампăна пирĕн класс ачиех "уралантарнă". Анчах кайран-малтан манран каçару ыйтакан пулмарĕ, - чунне ыраттарнă саманта аса илчĕ Афган вăрçин инваличĕ.

Кун пекки унăн ачалăхĕнче тепре те пулнă. Иккĕмĕш хутĕнче вăл лавккана вăрра кĕнĕ тесе ялта сас-хура сарăлнă. Йĕрке хуралçисем виçĕ тантăша милицие те лартса кайнă. Икĕ-виçĕ эрне, пакунлисем хурахсене тупиччен, вăрă ячĕпе çÿреме тивнĕ пулас вертолетчикăн.

- Çын ятне варалама çав тери çăмăл. Преступлени туман çĕртех вăрă-хураха кăларни чуна еплерех асаплантарнине сăмахпа каласа кăтартма та çук. Çавăнпа ун чухнех çирĕп пĕтĕмлетÿ турăм: ĕç-пуçа тĕплĕ тишкермесĕр пирĕн никама та кÿрентерме юрамасть. Инструкторта вăй хунă чухне те çакă яланах тĕпре пулчĕ, - тарăн шухăшлавĕпе тĕлĕнтерчĕ Геннадий Петрович.

Пĕр класран - виççĕн

Сызраньти аслă çар авиацийĕн училищине чăваш ялĕнчи виçĕ тантăш пĕр харăс вĕренме кĕни урăх пулнă-ши - татса калама хĕн. Хутар шкулне пĕтерсен Геннадий Матвеев, Вениамин Петров тата Геннадий Васильев Сызране тухса вĕçтернĕ. Анчах çамрăк боецсен курсĕ витĕр тухнă чухне Геннадий Петрович сарамакпа чирленĕ. Госпитальте 21 кун сипленнĕ вăхăтра тантăшĕсем присяга тытнă, вĕренме кĕнĕ. 17-ри каччă абитуриент кăна. Питĕ намăсланса таврăннă вăл тăван ялне. Килтен тухмасăр, çынпа хутшăнма пĕр эрне хăраса пурăннă. Амăшĕ: "Ывăлăм, эсĕ тĕрмерен килмен. Çавăн пекех ан хуçăл-ха", - тесен кăна трактористра тар тăкма тытăннă. Колхоз ĕçне пуçĕпех кÿлĕннĕ.

- Хам пĕтнĕ çын маррине ĕçĕмпе кăтартас килчĕ. Тăрăшса вăй хунине курах ĕнтĕ - Шупашкарти завода вырнаçсан та хуçалăх председателĕ: "Эсĕ кунта, ялта, кирлĕ", - тесе çуракине чĕнсе илчĕ, - иртнине куç умне кăларчĕ XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче арканнă ялхуçалăхĕшĕн пăшăрханакан Геннадий Петрович.

1974 çулта вăл Сызраньти аслă çар училищине тепĕр хут кайнă. Вĕренме кĕнĕ. Эх, мĕн тери телейлĕ çулсем! Тÿпене пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарни, çар тумĕллĕ тантăшĕсемпе пĕрле ытти училище-институтра вĕренекенсемпе тĕл пулма кайни, хаваслисемпе тавçăруллисен клубĕн вăййисене хутшăнни, ташă каçĕсенче савăнни... Пурне асăнса та пĕтереймĕн. Ку кăна-и? Хĕрсем çар училищинче ăсталăха туптакансене уйрăмах килĕштернĕ, вĕсемпе туслашса качча тухма ĕмĕтленнĕ-çке. Геннадий Матвеев та килĕштернĕ, савнă. Пурăна-киле авланнă та.

Халĕ вăл мăшăрĕпе Неллипе йĕкĕреш ывăлсене ÿстерет. Ÿссе çитнĕ хĕрĕсем Геннадий Петровича мăнуксемпе савăнтарнă.

- Çамрăк чухне те, кайран та ачасен умĕнче намăс ан пултăр тесе пурăнтăм, халĕ те çак тĕллевпех кун кунлатăп. Эпир атте-аннене курса ÿснĕ. Халĕ пирĕн ачасем пире пăхса çитĕнеççĕ. Енчен те хам ĕçсе çапкаланса, киревсĕр ĕçсем туса çÿресен тÿрĕ çултан пăрăнма тытăннă /тьху, тьху - ун пекки ан пултăрччĕ/ ачамсене ĕнсе чиккине епле совеçпе тутантарас? Вĕсем: "Хăвна кур-ха", - теме пултараççĕ-çке-ха. Ачамсен умĕнче нихăçан та намăс ан пултăрччĕ, - калаçу çăмхине вĕçлерĕ тăван ялĕнче вертолет-палăк лартма ĕмĕтленекен чăн чăваш арçынни.

Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксем.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.