Пĕтĕм пурнăçне Тăван çĕршыва халалланă Геннадий Матвеев паттăрлăхĕ çинчен унчченех илтнĕччĕ. Афганистан вăрçине хутшăннăскер 33 çулта чухне леш тĕнчене ăсанса каялла таврăнма пултарнă.
Вăрнар районĕнчи паллă нумай çынна хăйĕн сăпкинче сиктернĕ Авруй ялĕ Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Кириллов ăсчаха та сипетлĕ сывлăшĕпе лăпкаса ÿстернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнăскер пурнăç йывăрлăхĕсене ачаллах тутаннă.
Тăван республикăра, йăхташăмăрсем пурăнакан ытти регионта ăна пĕлмен чăваш çук. Светлана Асамат тесенех куç умне унăн сăвă кĕнекисем тухаççĕ, хăлхара вăл юрлакан юрăсем янăраççĕ, унăн тапса тăракан вăй-хăвачĕ хавхалану кÿрет...