Николай КИРИЛЛОВ: “Çук пилĕк те хытах ырататчĕ”

5 Нарăс, 2015

Вăрнар районĕнчи паллă нумай çынна хăйĕн сăпкинче сиктернĕ Авруй ялĕ Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Кириллов ăсчаха та сипетлĕ сывлăшĕпе лăпкаса ÿстернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнăскер пурнăç йывăрлăхĕсене ачаллах тутаннă. Ялти ят-сумлă çынсенчен, вĕрентекенĕсенчен тĕслĕх илсе яшлăх çулĕсенчех общество ĕçне хастар хутшăннă вăл, çарта Германире пулнă, ăслăлăха пуçĕпех кÿлĕннĕ... Туслăх орденне, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тата ытти вун-вун наградăна тивĕçнĕ Николай Кирилловичăн çамрăклăхне аса илсе каласа кăтартмалли чылай, çавăнпах ăна, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн ректорĕнче 20 çул ĕçленĕскере, хамăр тĕпеле йыхравларăмăр.

“Пĕрремĕш класра - виçĕ çул”

Кирилловсем тăваттăн ÿснĕ: икĕ хĕрпе икĕ ывăл. Ыттисенни пекех, тумланма - çи-пуçĕ, çиме апачĕ çителĕклĕ пулман. Çуркуннесерен юр айĕнчен тухнă хура ана çинче крахмал та пуçтарнă... Николай пилĕк çул тултаричченех вулама вĕреннĕ. Аппăшĕ шкула кайма тытăнсан вăл та килте ларайман. Малтанах учитель хирĕçлемен-ха. Çанталăк сивĕтсен, çĕр шăнсан хайхискер: «Ырантан шкула ан кил», - тенĕ. Пĕчĕк ачашăн ку питĕ пысăк хуйхă пулнă. Пĕлÿ çуртне чупасси пирки тепĕр сентябрьччен ĕмĕтленсе пурăннă вăл. 6 çул тултармасăрах шкула тепĕр хут кайнă. Вулама пĕлменнисене сасăсене сыпăнтарма хăнăхтарнине Николай Кириллович паян та лайăх астăвать. Вăл çулсенче çиччĕ те тултарман ачана шкула илме пултарнă-и вара? Çук. Вăхăт хĕл енне сулăнсан ку вĕрентекен те Николая тепĕр çулччен тăхтама ыйтнă. Пулас ăсчах пĕр эрне апат çимесĕр йĕнĕ. Ÿссен вăл çав саманта яланах йăл кулăпа аса илнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.