Комментировать

Пирĕн республикăра "Чăваш Ен ахахĕсем" фестиваль-конкурс иккĕмĕш хут иртет. Ăна ЧР Культура тата Вĕренÿ министерствисем пулăшнипе ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова тата Сергей Бреус предприниматель йĕркелеççĕ. Малтан "Шупашкар районĕн ахахĕсем" пулнăскер нумаях пулмасть ятне улăштарчĕ. Халĕ йĕркелÿçĕсем унта республикăри тĕрлĕ районта пурăнакан çамрăк талантсене пухаççĕ. Чăваш Енĕн пултаруллă та çутă ахахĕсем çĕршывăмăрăн тĕрлĕ хулинче иртекен мероприятисене çулленех хутшăнаççĕ, чикĕ леш енне те каяççĕ.

Вулакансене вун-вун çамрăка пысăк сцена çине кăларнă "Чăваш Ен ахахĕсем" фестивалĕн хастарĕсенчен пĕринпе Настя Егоркинăпа паллаштарма кăмăл пур.

Америкăна çитсе курнă

"Лаша пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - тенĕ ваттисем. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе çирĕппĕн утма вара атте-атте панă тĕрĕс воспитани пулăшать. Пĕчĕкренех тĕрлĕ енлĕн аталанма, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшсан чылай çăмăлрах. Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре пурăнакан Анастасия Егоркина 5 çултах юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Ун чухне ача садне çул такăрлатнăскере амăшĕ искусство шкулне çавăтса кайнă. Халĕ тĕп хулари Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекен пикен ăсталăхне вун-вун фестиваль-концерта хутшăнса тивĕçнĕ хисеп хучĕсемпе дипломсем çирĕплетеççĕ. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.