Комментировать

26 Мар, 2015

Тавăру. Елена ВИС

Компьютер умĕнче кунĕпех ларма хатĕр Оксана. Йĕкĕреш Дашăпа Машăна шкула ăсатать те тÿрех тĕнчене ярса илнĕ серепене кĕрет. Паян та чун тĕпренчĕкĕсем вăраничченех картишри ĕçсене вĕçлерĕ.

Пуринчен малтан куçне уçнă хĕвел хăйĕн ăшшине кил картишне паçăрах тухнă чăхсемпе пайлать. Лешсем правур автан çине хуçа хăçан сарă тулă сапса парать-ши тенĕ евĕр хăяймасăр та пулин пăхкалаççĕ. Çамрăк хĕрарăм кĕркунне юлашки укçана пухса туяннă тырра чăхсен валашкине пĕр алтăр сапса пачĕ. Пахчари пусăран шыв ăсса кĕчĕ те хĕвел питĕнче кăшт та пулин ăшăнтăр тесе веранда çумне лартса хăварчĕ, пÿрте васкарĕ. Юлашки вăхăтра пурнăç тĕллевне хĕрĕсенче кăна кураканскер вĕсене ерипен вăратрĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.