Комментировать

26 Мар, 2015

“Ах, хуняма, хуняма, иккĕмĕш анне...”

Валентина ТЕЛЕЙ чăваш эстрадине пĕр юрăпа, «Хунямапа», вирхĕнсе кĕчĕ. Тусĕсемпе тăванĕсем тата ĕçтешĕсемсĕр пуçне урăх никам та пĕлмен юрăç халăхра кĕске вăхăтрах палăрчĕ. Мĕнпе тыткăнланă-ха çак юрă итлекене? Мĕн каласшăн пулнă автор хунямана халалласа çырнă юрăпа? Пĕлме çук. Тен, хит пулма ăна нумайăшĕ юрă сăмахĕсенче хăйĕн шăпине курни витĕм кÿнĕ? Çак тата ытти вăрттăнлăх тупсăмне пĕлес тесе «Пирĕн хула кĕвви» фестиваль çĕнтерÿçипе Валентина Телейпе куçа-куçăн калаçма шут тытрăм. Чуна уçма хирĕç пулман юрăç мана Шупашкарти «Телей» кафене чĕнчĕ. Пултарулăх çинчен çеç калаçма тĕв тунăскер чунĕ çемçелнипе-ши е мана шаннипе-ши - хăй сисмесĕрех пурнăçĕнчи чылай саманта куççульне шăлсах аса илчĕ.

- Иксĕмĕре шăпа Чăваш радиовĕнче «Хуняма» юрă урлă паллаштарчĕ. Унтанпа чылай шыв юхса иртрĕ, эпир туслашса чунсемпе тата ытларах çывăхлантăмăр. Кашни авторах сăвă-калава хăйĕн кун-çулне тĕпе хурса хайлать, юрă сăмахĕсемпе кĕвви чунунта епле амаланчĕç?

- Паллах, ăнсăртран çуралман. Ун чухне качча тухни 8 çул çитнĕччĕ. Эпĕ тăван тăрăха, Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ялне, аннене килти хуçалăхра пулăшма кайнăччĕ. Пĕчĕк çурт хăпартас тĕллевпе вăл çынсем тытнăччĕ, эпĕ ĕçлекенсене апат хатĕрлесе çитереттĕм. Анне пек эпĕ, ĕçе пикенсенех юрласа хама хăпартлантаратăп. Çапла кил картинче ĕнĕрлесе утатăп. Сисмерĕм те - юрланă май «Ах, хуняма, хуняма, иккĕмĕш анне» сăмах çаврăнăшĕ пуçа пырса кĕчĕ. Çак шухăша ерипен аталантартăм, умлăн-хыçлăн ытти сăнар çуралчĕ.

- Тăван килте аннене юратни çинчен юрă хывас вырăнне эсĕ хунямана чапа кăларма шут тытнă.

- Мĕн тăвăн? Хунямана çуралнă киле ĕçпе кайсан та манаймарăм çав. Çак юрă кун çути курмаллах пулнă ĕнтĕ ун чухне /йăл кулать/. Ара, Шупашкарта мăшăрпа çемье çавăрса пурăннă чухне пирĕн çуртсем юнашарахчĕ те, хăнана кайма çул урлă çеç каçмаллаччĕ. Канмалли кунсенче хуняма пахчинче тар тăкаттăмăр.

- Эсĕ, Çĕмĕрле районĕн хĕрĕ, тĕп хула каччин пуçне епле çавăрнă? Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.