Комментировать

26 Мар, 2015

Йĕркеллĕ пурăнма, пахчара пилĕк авма кам чăрмантарать?

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ял тăрăхĕнче йывăр лару-тăрури икĕ çемье шутра тăрать. Çак йыша ытларах чухне мĕншĕн лекни паллă: ĕçкĕ. Усал шĕвеке пула аслисем ачисене пăхмаççĕ, выçăллă-тутăллă çÿретеççĕ. Хăйсем урам тăрăх çапкаланса çÿренĕ вăхăтра пĕчĕккисем сивĕ пÿртре тăр-тăр чĕтреççĕ, выçă хырăмĕсем пакăртатаççĕ... «Солина урамра ÿсĕр йăваланса çÿрет», - тенине илтмерĕм Октябрьски ял тăрăхне çитсен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников та çакнах çирĕплетрĕ. Кÿршисем çеç йышлă çемье хăш чухне каçхине кĕвĕ хытă янипе кăмăлсăр-мĕн.

Çум курăк ÿсет

Чăннипе, Марина Солина ачисемпе малтан Кивĕ Тукай ялĕнче пурăннă. Халĕ кун кунлакан çурта вĕсене Октябрьски ял тăрăхĕн администрацийĕ вăхăтлăха панă. Нумаях пулмасть, пĕлтĕрхи кĕркунне, Солинсен çурчĕ тĕппипех çунса кайнă.

- Çынсем каланă тăрăх, çав кун ачисем картишре кăвайт чĕртнĕ, çулăм витене хыпса илнĕ. Пĕчĕкскерсем хăранипе пÿрте тарса кĕнĕ. Анчах вăл та çунма тытăннă. Çав вăхăтра Валентина Павлова почтальонка тăванĕсемпе кÿршĕре çĕрулми кăларнă. Валентина Аркадьевна çунакан çуртран ачасене кăларнă. Ăна куншăн МЧС грамотăпа, парнепе те чысларĕ. Çавăн чухне Солинсем патĕнче пулма тÿр килчĕ. Пахчана тухса пăхрăм. Унта - хăрушă! Çум курăк вăрман пек ашкăрать. «Эсир кăçал çĕрулми лартман-им?» - ыйтрăм Маринăран. Лартнă тесе ĕнентерчĕ. «Ăна ăçта шырамалла вара?» - ыйтрăм каллех, - тĕлĕннине палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Анатолий Аркадьевич унпа калаçнă хыççăн Марина Солинăпа тĕл пулма май килчĕ. Октябрьски райповĕнче грузчикра ĕçлекенскере ял тăрăхĕн администрацине йăпăртлăха чĕнсе илтĕмĕр. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.