Çурчĕ ишĕлет пулин те культура вучахне сÿнтермеççĕ

26 Пуш, 2015

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçри юхăнса ларакан клуб такама та хурлантарĕ: ара, 1800 тăваткал метр калăпăшлăскер чунсăр тăрса юлнă-çке. Темиçе çул ĕнтĕ вăл халăха «ырă сунса кĕтмест». Ĕлĕк кунта пурнăç вĕресе тăнă. Ахальтен мар пулĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕнче хута кайнă культура керменне çавнашкал капмар çĕклесе лартнă. Çак ялта ача чухне каярахпа тĕнчипе паллă ученый Иакинф Бичурин çичĕ çул пурăннă вĕт. Ун ячĕпе çакнă асăну хăми авариллĕ çурт стени çинче епле мĕскĕннĕн курăннине туясчĕ сирĕн. Ирĕк пулсан-и, ишĕлекен çак вырăнтан эпĕ ăна паянах урăх çĕрелле куçарса çакăттăм... Тем тесен те, çакнашкал шайри çынна хисепленине палăртмасть ку. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.