Архив - 12 Мар, 2015 - Çамрăксен хаçачĕ
Финанс кризисĕ мар, халăх ăс-хакăлĕн кризисĕ хăрушăрах
Февралĕн 21-мĕшĕ, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ, хыçра ĕнтĕ. Апрелĕн 25-мĕшĕччен, Чăваш чĕлхи кунĕччен, вăхăт самай. Çапах манăн паян атте-анне чĕлхипе çыхăннă ыйтусенех хускатас килет. Мĕншĕн? Сăлтавĕ çук мар. ЮНЕСКО тĕпчевçисем чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртнĕренпе ултă çул хыçа юлчĕ.
Пирус туртакансене курмăш тумалла-и?
Пусăрăнчăк кăмăл пурнăç хĕлхемне ан сÿнтертĕр
Республикăра хăй çине алă хуракан йышланнă
Çул çитмен çамрăк хăйĕн çине алă хуни педагогсемпе психологсене яланах тавлаштарнă. Тавлаштарать те. Çамрăклăх, шанчăк, ирĕклĕх, савăнăç, юрату, туслăх... Çак сăмахсемпе хаклама пулать пурнăçăн илемлĕ те савăк тапхăрне. Анчах яш-хĕре хăрушă утăм тума мĕн хĕтĕртет? Çамрăка мĕн пăшăрхантарать? Вун-вун ыйту...
“Тухтăрсене каçар, унсăрăн амăшĕн кĕллине Турă илтмеймĕ”
Амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмран телейлĕрех çын çук. Варта тĕвĕленнĕ чун аталанма тытăнсан хĕрарăм утса мар, вĕçсе çÿрет. Хăйне нихăçанхинчен ытларах упрама тăрăшать - вăл хăйĕншĕн кăна мар, варти чуншăн та пурăнать-çке. Темĕн тума та хатĕр пулас амăшĕ - тĕпренчĕкĕ çеç сывă çуралтăр. Анчах ăçтан тупăнать çав амак? Çĕр çине килнĕ ачан телейне аркатса ыттисем пек пурăнма чăрмантараканни. Кашнинех симĕс курăк çийĕн çарран чупас, çутçанталăк илемĕпе туллин киленес килет. Çук, пуç усмаççĕ амăшĕсем.
“Эп телейлĕ пулăп пурпĕрех...”
Вăрçă палли... кĕмĕлпе витĕннĕ пуçрах
Фашистсен тискерлĕхĕ, çапăçури пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ кинофильмсенче, кĕнекесенче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕ. Аллине туя тытнă е хăшĕ-пĕри килĕнчен те тухса çÿреймен ветерансемпе юнашар ларса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр çулĕсене аса илсе калаçмашкăн та пирĕншĕн пысăк чыс. Хаяр вăрçăпа пĕр килнĕ шăпине куç умне тепĕр хут кăларма ыйтмашкăн кăмăла хытарса Шупашкарта тĕпленнĕ Евгений Тимофеевичпа Лидия Михайловна Скворцовсен хваттерĕн алăкĕнчен шаккарăм. Татăк çăкăра 50 çул ытла пĕрле пайлаççĕ вĕсем.
Тантăшĕсем тăвайккинче ярăннине чÿречерен çеç сăнайнă
Федот Никитич Орлов... Совет Союзĕн Геройĕ, летчик. Унăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен Аркадий Ĕçхĕл çырнă "Ăмăрткайăк" поэмăна, хăй аса илсе хайланă "Юрататăп Тăван çĕршыва" кĕнекене эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вуланăччĕ. Каярахпа Василий Эктелĕн "Пархатар" романĕпе паллашрăм. Халĕ, чăвашсен мухтавлă арĕ çинчен хаçатра çырма хатĕрленнĕ май, вĕсене алла тепĕр хут тытрăм. Ача чухнех пуçа пăраланă ĕмĕтсем - паттăрăн тăван ялне çитсе тата вăл пурăннă çурт-хваттере кĕрсе курасси - тинех пурнăçланчĕç.